30 августа 2014 г.
Августăн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Ен тĕп хулинче иртнĕ водоканалсен конференцине хутшăннă 300 ытла çын водопроводпа канализаци хуçалăхне аталантарассин ыйтăвне сỹтсе явнă. Унта отраслĕн шултра предприятийĕсен ертỹçисем, Патшалăх Думин, Раççей Строительство, Экономика аталанăвĕн, Çут çанталăк министерствисен, тарифсемпе ĕçлекен, çутçанталăкпа усă курнине тĕрĕслекен федераллă службăсен представителĕсем хутшăннă.
"Чăваш Ене Раççей водоканалĕсен 7-мĕш конференцине ирттерме отрасльти çитĕнỹсемшĕн тата Республика Пуçлăхĕ йыхравланипе суйласа илнĕ", - пĕлтернĕ пресс-конференцире шывпа тивĕçтерекенсен Раççейри ассоциацийĕн директорĕ Елена Довлатова. Раççейри пурăнмалли, коммуналлă хуçалăх тата строительство министрĕн çумĕ Андрей Чибис хальхи вăхăтра çĕршывра пурăнакансен 60 процентне таса шывпа тивĕçтернине каланă. 2020-мĕш çул тĕлне çак кăтарту 90 процентпа танлашмалла.
Конференци участникĕсем республикăри шывпа тивĕçтерекен тата шыв юхтаракан объектсемпе паллашнă. Елена Довлатова ĕçтешĕсем Çĕнĕ Шупашкарти "Тасатакан биологи сооруженийĕсем", Шупашкарти "Водоканалти" çĕнĕлле технологисемпе усă курнипе кăсăкланса паллашнине, Раççей шайĕнчипе танлаштарсан шыв хакĕн пысăк мар тарифĕпех Чăваш Енре пурне те тирпейлĕ тытса тăнине, отрасль малалла аталаннине палăртнă.
Экспертсем асăннă конференцие Чăваш Енре ирттернин тепĕр сăлтавне те палăртнă: республика чи малтисенчен пĕри ЖКХ тытăмĕнчи çитменлĕхсене коммуналлă рынокăн тĕп участникĕсем уççăн ĕçлеменнинчен килнине ăнланнă. Шăпах çавăнпа ЖКХ порталĕ республикăра чи малтан ĕçлеме пуçланă, вăл Раççейре чи лайăххи. Уççăнлăх, халăхпа тачă ĕçлени республикăри лару-тăрăва тăнăç тытса тăма пулăшать. Тĕслĕхрен, Раççей регионĕсен Пуçлăхĕсен июльти ЖКХ сферин медиарейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕппĕн 23-мĕш вырăна йышăннă.
Источник: "Каçал Ен"