АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрленĕ вăрçă, çуннă çĕр...

02 февраля 2013 г.

2013 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар Сталинград çапăçăвĕнче çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ. Çак çĕнтерÿ Аслă Отечествăлла вăрçăри чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри шутланать. Шăп çак самантран пирĕн Тăван çĕр-шывăн ялĕсемпе хулисене фашистсенчен ирĕке кăларасси пуçланнă та ĕнтĕ.

Сталинград Гитлера питĕ кирлĕ пулнă. Пĕрремĕшĕнчен, çак хула Атăл хĕрринче вырнаçнăран, çĕр-шывăн центрне кăнтăр регионĕсемпе çыхăнтаракан стратеги енчен пĕлтерĕшлĕ транспорт маршручĕсем шăп ун витĕр иртнĕ. Иккĕмĕшĕнчен, хулана Сталинăн — Гитлерăн тĕп тăшманĕн — ятне хунă. Эппин, ăна çĕнтерни идеологи тата пропаганда енчен пĕлтерĕшлĕ утăм пулнă пулĕччĕ. Çапах та пирĕн халăх тăшмана хирĕç кар тăма пултарнăран, фашистсем çапăçура мала тухайман.

Сталинград патĕнчи çапăçусене икĕ тапхăра пайлаççĕ: хÿтĕленни (1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчен ноябрĕн 18-мĕшĕччен) тата тапăнса пыни (1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчен 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен).

Манăн тăван ялтан та, Йăлмахваран, çак хăрушă çапăçусене хутшăнакансем, Сталинград çĕрĕнче выртса юлакансем пулнă. Акă, Василий Егоров Котлубань станцийĕ патĕнче (вăл стратеги енчен пĕлтерĕшлĕ объект шутланнă) çапăçнă, 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Хулан çурçĕр пайĕнче тата Мамай курганĕ çывăхĕнче икĕ уйăх ытла юнлă çапăçусем пынă. Вĕсенче Йăлмахва каччи Василий Константинов паттăррăн çапăçнă. Вăл та сентябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Пирĕн ялти тепĕр çын, Аристарх Миронов, хальхи Волгоград облаçĕнчи Казачий Курган патĕнче пынă çапăçусенче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Ăна çав тăрăхри Карповка поселокĕнче пытарни паллă.

Çак паттăр ентешсем 18—20 çулсенче çеç пулнă пулсан та, хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр тăшмана хирĕç ыткăннă. Ун пеккисем пĕтĕм çĕр-шывĕпе илсен пинĕ-пинĕпе. Чылай çул иртсен те пире мирлĕ пуласлăх парнелессишĕн çапăçса пуçĕсене хунисене асрах тытасчĕ, ентешсен паттăрлăхне манас марччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика