02 февраля 2013 г.
Районти прокуратура постановленийĕпе килĕшÿллĕн малтан патшалăх служащийĕнче тăрăшнă çынна саккуна пăхăнмасăр ĕçпе тивĕçтернĕшĕн «Энергосервис» ООО директорĕн çумне явап тыттарнă. А.Николаева 20 пин тенкĕлĕх штрафланă.
РФ «Коррупцие хирĕç тăни» 12-мĕш статйине пăхăнмасăр ЧР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствине А.Николаев 10 кун хушшинче Г.Федорова ĕçе илнĕ пирки пĕлтермен. Çавна май прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн ĕç килĕшĕвне пăрахăçлама тивнĕ те. «Энергосервис» ОООри кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектора та выговор панă. Енчен те ĕç паракан 2008 çулта йышăннă ФЗ «Коррупцие хирĕç тăни» саккунне пăхăнмасăр патшалăх, муниципаллă служащийĕнче тăрăшнă çынсемпе саккуна пăхăнмасăр килĕшÿ тусан, административлă йĕркепе явап тыттараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"