АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕш тырра пỹлмесене кĕртеççĕ, кĕр тыррисем те акаççĕ

27 августа 2014 г.

   Вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче 13568 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, пурĕ 28957 тонна çапса тĕшĕленĕ, çакă - пухса кĕртмелли лаптăкăн 85,1 проценчĕ.

   - Уй-хирте ĕç кал-кал пырать, çанталăк аван тăрсан вырмана районта паян-ыран вĕçлеме палăртатпăр. "Золотой колос", Атласкинăн, Хайртдиновăн, Ивановăн, Васильевăн фермер хуçалăхĕсенче, "Труд", "Дубрава" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Сюрбеево" ОООра çитĕнтернĕ тыр-пула пỹлмесене пуçтарса кĕртнĕ, ĕçе вĕçленĕ, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.

   Тыр-пул пуçтарса кĕртнипе пĕрлех хуçалăхсем кĕр тыррисем акма та тухнă. Ку ĕçе хальлĕхе 1242 гектар çинче пурнăçланă. Кĕр тыррисене пуринчен ытларах "Слава картофелю" агрофирмăра - 237 гектар, "Дружба" ЯХПК, "Сюрбеево" ООО - 160-шар гектар, "Восход" ООО -110 гектар, "Труд" ЯХПК - 182 гектар, "Урожай" колхоз 84 гектар çинче акнă.

  - Хальлĕхе кĕр тыррисем акма 13 хуçалăх çеç тухнă, ыттисем васкамаççĕ. Çак ĕçе вăхăтра пуçăнасчĕ, малта пыракансемпе танлашасчĕ, - терĕ Шамиль Минуллович. Унпа пĕрлех хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме тăвасси те кал-кал пырать. Ытлари кун тĕлне 4560 гектар çинче ĕçе пурнăçланă.

                                                                                                                                                                                                                                   А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика