23 августа 2014 г.
Михаил Семенович Данилов (ялта ăна Мишанька тесе чĕннĕ) хамăр районти Турхан (Беззубино) ялĕнче çуралса ỹснĕ. Эпир унпа 1952 - 1956 çулсенче çарта службăра пулнă. Узбекистанри Фергана хулинче çулталăк çурă авиамеханика пĕрле вĕрентĕмĕр. Вĕренсе тухсан та Фрунзери авиаци училищинче механикра пĕрлех çар тивĕçне ирттернĕ. Вăл вăхăтри вăрттăнлăхра пулнă "МИГ-15" самолетсене пăхаттăмăр: вĕçеве ăсататтăмăр, кĕтсе илеттĕмĕр. Çав çулсенчех унта пирĕн ентеш Андриян Николаев вĕренсе çар летчикĕ пулса тăчĕ. Кам шутлама пултарнă-ха вăл вăхăтра пирĕн ентеш 3-мĕш космонавт пуласса, тĕнче уçлăхне çĕкленессе? Андриян Николаев çар летчикне вĕреннĕ чух эпир çывăх юлташсем пулнă. Унпа ялти пурнăç çинчен калаçаттăмăр. Киле таврăнсан та эпир унти вăрттăнлăх çинчен никама та каласа паман.
Демобилизаципе киле таврăнсан эпир Мишанькăпа Канашри ял хуçалăх механизаци шкулĕнче вĕренсе тракторист специальноçне алла илтĕмĕр. Эпĕ тăван колхозра пĕр улшăнмасăр 41 çул тĕрлĕ маркăллă тракторпа ĕçлерĕм. Пенсие те çавăнтанах кайрăм. Михаил Семенович та чылай çул районти СМУра бульдозерпа ĕçлерĕ. Ун хыççăн тăван "Знамя" колхозра Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Василий Давыдов ертсе пыракан пахча çимĕç бригадинче трактористра тăрăшрĕ.
Ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Михаил Семеновича патшалăхăн пысăк наградипе - Ĕç мухтавĕн III степеньлĕ орденĕпе - чысланă. Çавăн пекех вăл Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕн ятне те тивĕçнĕ. Эпир унпа нумай çул пĕр-пĕринпе çыхăну тытрăмăр. 2009 çулта кăларнă районăн энциклопедине кĕме пултартăмăр. 2012 çулта, эпĕ 80 çул тултарнă вăхăтра, Шупашкарта пичетленсе тухнă "Пурнăç çулĕ такăр пултăр" хамăн пысăках мар кĕнекене парнелерĕм. Çав кĕнекери пĕчĕк тĕрленчĕксенче эпĕ хамăн юлташăм çинчен те çырнăччĕ. Мĕн тери савăнчĕ вăл ăна вуласан.
Нумаях пулмасть эпĕ хурлăхлă хыпар илтрĕм. Манăн юлташ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă иккен. "Каçал ен" хаçатра ун пирки хурланса пĕлтернине кăларнă пулсан пĕлме пулатчĕ те вĕт. Вăхăтĕнче пĕлейменнипе эпĕ унпа сыв пуллашаймарăм, юлашки çула ăсатаймарăм. Йывăр тăпри çăмăл пултăр унăн.
А.КОКОРЕВ.
Источник: "Каçал Ен"