23 августа 2014 г.
Августăн 20-мĕшĕнче тĕнчипе паллă Геннадий Айхи поэт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ пулĕччĕ. Патăрьелсем кашни çулах хăйсен ентешĕ çуралнă куна - августăн 21-мĕшĕнче тата ăна пытарнă кун - февралĕн 21-мĕшне - паллă тăваççĕ. Унăн пултарулăхне халалласа конкурссем ирттереççĕ, пурнăçĕ çинчен материалсем, сăн ỹкерчĕксем тата çырусем пухаççĕ.
Йывăрлăхсене пăхмасăрах поэт пурнăç тĕшшине тупма, ăна йĕркелеме пултарнă. Вăл вăхăтри унăн "ăнланмалла мар, хăйнеевĕр" пултарулăхĕ паянхи кун та нумай ученăя, пултарулăх çыннисене кăсăклантарать.
Патăрьелĕнче ирттернĕ уяв мероприятийĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, министерство представителĕсем, поэтăн пĕр тăванĕ Ева Лисина, республикăн паллă писателĕсемпе поэчĕсем, поэта çывăх çынсем хутшăннă. Вĕсем Геннадий Николаевичăн вилтăприйĕ çинче пулнă. В.В.Андреева министр Айхин произведенийĕсен виççĕмĕш томĕ Ева Лисина тата Надежда Силивестрова пулăшнипе пичетленсе тухнине пĕлтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"