АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район уй-хирĕсенче

23 августа 2014 г.

    Тапхăр-тапхăр çумăр çуса чăрмантарнине пула районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем каярах юлса пыраççĕ. Августăн 22-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм лаптăкăн 62 процентне е 9834 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырăсене пуçтарса кĕртнĕ. 20898 тонна тырă пỹлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç 21,2 центнерпа танлашать.

   Яланхиллех, тĕш тырăран пушаннă лаптăк енĕпе "Урожай" колхоз малта пырать. Унта 764 гектар, "Трудра" 499, "Лучра" 448, "Славăра" 387, "Победăра" 383, "Рассветра" 341 гектар тырра çапса илнĕ. Ыттисен кăтартăвĕсем вĕсенчен пĕчĕкрех.

   Ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи культурăсене акма пуçланă, çак вăхăт тĕлне 356 гектар акма ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе "Слава картофелю" агрофирма (67 гектар), "Труд" (55 гектар), "Дружба" (50 гектар) кооперативсем, "Сюрбеево" ООО (50 гектар) аван ĕçлеççĕ.

                                                                                                                                                                                                                             Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика