АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче - ачасем

23 августа 2014 г.

   Ачасене пĕчĕкренех çул-йĕр правилисене вĕрентмелле. Шкул çулне çитичченхисене ача сачĕн, ашшĕ-амăшĕн, шкулăн çак ĕçе хăнăхтармалла. Çул çинче çỹремелли йĕркесене вĕрентнĕ чухне пĕчĕккисемпе ача чĕлхипе мар (япаласен ячĕсене пĕчĕклетсе калама хăнăхтармалла мар), аслисен калаçу чĕлхипе ăнлантарса памалла. Ашшĕ-амăшĕн, учительсен калаçăвĕ çитĕннĕ çынсен чĕлхипе пулмалла. Çавăнпа пĕрлех ачасене çул çинчи хăрушлăхпа та хăратма кирлĕ мар. Вĕсен асăрхану туйăмĕ шикленĕве куçмалла мар.

   Ачасене урамра пулассинчен, çул çине тухассинчен хăтарма çук. Аслисен ачасене çул-йĕр çинчи лару-тăрăва хаклама, çул-йĕр правилисене, çул çинче хăйсене тытма вĕрентмелле. Çак йĕркесене хăнăхтарни ачасен пурнăçне тата сывлăхне упрать, çемьене лăпкăлăх кỹрет. Тепĕр чух аслисем ачисемпе пĕрле çул-йĕр йĕркисене пăхăнмасăр урам урлă чупса каçаççĕ. Ачасем çул çинчи лару-тăрăва кирлĕ пек хакласа илеймеççĕ. Çавăнпа та инкексем сиксе тухаççĕ. Çакăн пек ан пултăр тесен аслисен хăйсен яваплăхне ỹстермелле.

                                                                                                                                                                                                                                             Н.РАЙКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика