АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Раççей спорт çĕршывĕ" форумăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ

23 августа 2014 г.

   Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хутшăннă.

  Ларăва Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Йĕркелỹ комитечĕн членĕсене вăл форума ирттермелли вырăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин суйласа илнине пĕлтернĕ. В.Мутко пĕлтернĕ тăрăх - форум лапамĕсенчи дискуссисен тĕп темисенчен пĕри спорт резервĕ хатĕрлесси пулĕ. "Чи аслă çитĕнỹсен спортĕнче эпир начар мар кăтартусемпе палăртăмăр. Çапах та вĕсене çи-рĕплетме спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштармалла",- тенĕ РФ спорт министрĕ.

   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне Шупашкарта йышăнасси республикăшăн пысăк чыс тата яваплăх. Çавăнпа ЧР Министрсен Кабинечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, общество организацийĕсем, Шупашкарта пурăнакансем ĕçе хастар пуçăннă. Спорт форумне тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне хатĕрлесе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Форума хутшăнакансене транспортпа тивĕçтермелли схема туса хатĕрленĕ. Вĕсене сывлăш тата чукун çул транспорчĕпе илсе килĕç. Аккредитациленĕ хăна çурчĕсен списокне палăртнă. Унта 43 хăна çурчĕ - 28 тĕп (2932 вырăн хатĕрленĕ) тата саппас 15 çурт (хушма 500 вырăн).

   Форума хатĕрленсе культура программин концепцине йĕркеленĕ. Форум мероприятийĕсенче 23 спорт объекчĕпе усă курасшăн. "Шансах тăратăп, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем, тĕрлĕ йышши ĕçлĕ, культура форумĕсем ирттерсе пухнă опыт пире çĕршыв общественноçĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие чи çỹллĕ шайра ирттерме пулăшĕ",- тенĕ Михаил Игнатьев. Ларура форум концепцийĕпе программине çирĕплетнĕ. Форум вăхăтĕнче спортпа педагогика общественноçĕ валли пленарлă ларусем, ăслăлăх практика конференцийĕсем, фестивальсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен спортри çитĕнĕвĕсен куравĕсене ирттерме, спорт объекчĕсене çитсе курма тата ытти мероприяти йĕркелеме палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика