20 августа 2014 г.
Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукцийĕсем кỹрсе килессине чарса лартни - пирĕн патшалăхăн ертỹçисен ăслă та тĕрĕс йышăнăвĕ. Финанс тĕлĕшĕнчен çирĕп лару-тăрури Евросоюз, АПШ çĕршывĕсенче ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене хавхалантарма нумай укçа-тенкĕ хываççĕ. Çакă - вĕсен тĕп вăрттăнлăхĕ. Çавна май Раççей рынокĕ вĕсемшĕн туса илме питех те йỹне ларнă тата хăйсенчен ытлашши продукцие "вырнаçтармалли" кĕтес пулса тăрать. Çак условире, паллах, пирĕн çĕршыври тавар туса кăларакансене анăçри çĕршывсемпе тупăшма йывăр пулнă. Чăваш Республикинчи çĕр ĕçченĕсем эмбарго йĕркине туса хунине пысăк хавхаланупа, тăрăшса, çанă тавăрса ĕçлес кăмăл-туйăмпа йышăнчĕç. Малашне кирек епле пулас пулсан та, пирĕн çĕршыври хресченсен пĕр çулталăк хушши ял хуçалăх продукцийĕсене ăçта сутас-вырнаçтарас шухăш пулмĕ. АПК аталанăвне хушма витĕм кỹме тивĕçлĕ паянхи лару-тăрупа пирĕн усă курса юлмалла. Юлашки çулсенче аграрисем çĕнĕлле ĕçлеме вĕренсе пынине куратпăр. Вĕсенче малалла аталанас тĕллевпе патшалăхран кивçен укçа-тенкĕ илсе ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан хăватлă техника хатĕрĕсем туянаççĕ. Ял хуçалăхне çĕклемелли, вăйсене пĕрлештермелли вăхăт çитрĕ. Ĕçри ăсталăхпа, пурлăх никĕсĕпе усă курса уй-хирсемпе фермăсенчи, производствăри ĕç-хĕле тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ямалла. Май пулнипе усă курса Чăваш Енри аграрисене продукци туса илессине ỹстерсе пыма чĕнсе калатăп. Хальхи вăхăтра ют çĕршывран кỹрсе килнĕ таварсенчен пушанакан лавккасенчи сентресене вырăнта туса илекен пахалăхлă продукципе васкавлăн тултармалла. Телее, пирĕн республика территори-йĕнче сутма чарнă апат-çимĕç таварĕсем çителĕклĕ. Унсăр пуçне, Чăваш Енре туса кăларакан ял хуçалăх продукцийĕ пахалăхлă тата экологи тĕлĕ-шĕнчен таса пулнине кура пире шанаççĕ. Депутатсен корпусĕ те ку енĕпе кирлĕ саккунсене йышăнассипе васкавлăн ĕçлеме палăртать. Çак кунсенче Патшалăх Канашĕнче "Чăваш Республикинчи ял хуçалăх аталанăвĕ çинчен" саккун проектне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Регион бюджетне тишкерсе тепĕр хутчен тĕрĕслесе хак панă май çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекенсене хавхалантарма хушма укçа-тенкĕ уйăрма хатĕр.
Юрий ПОПОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн 2014 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнчи Указне сортсене сăнакан Нĕркеçри станцин ертỹçи Н.В.Иванов хаклать.
- РФ Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн Раççее хирĕç санкцисем йышăннă çĕршывсенчен ял хуçалăх продукцийĕсене, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр тавар кỹрсе килессине чарса лартнине пурте ырласа йышăнатпăр. Çавна май пирĕн, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен, малашне тата тăрăшса ĕçлемеллине ăнланатпăр. Пахалăхлă аш-какай тата сĕт ытларах туса илме, тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме хамăр ума тĕллев лартатпăр. Пирĕн продукци Чăваш Республикинчи пысăк лавккасенче те сутăнмалла. Тавар туса илекен предприятисем харпăр хăй продукцине чăрмавсăр вырнаçтарма тытăнсан хăйсен ĕç калăпăшне те ỹстерме пултарĕç, çынсем валли ĕç вырăнĕсем те пулĕç. Ял хуçалăхне аталантарассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшсан ăнăçу пулатех. Хресченĕн çăмăл мар ĕçне тинех тивĕçлипе хисеплессе, ял хуçалăх продукцийĕн сумĕ ỹсессе шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"