АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар 545 çул тултарнине уявланă

20 августа 2014 г.

   Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хули 545-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Торжествăлла пулăма Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов хăйĕн мăшăрĕпе, Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ, Чăваш Республикин Епархийĕн управляющийĕ Варнава Владыка, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, общество организацийĕсем, "Стрижи" аслă пилотсен ушкăнĕ тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.

   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар халăхĕпе пуçтарăннă хăнасене Хула кунĕпе ăшшăн саламланă. Çав кун республикăн тĕп хулинче нумай мероприяти иртнĕ. "Шупашкар - ĕç мухтавĕн хули" фестивальте тĕп предприятисен ĕçченĕсем, тĕрлĕ професси çыннисем пысăк сцена çине пуçласа тухнă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

   Хула кунĕнче ирттернĕ ирхи зарядкăна тĕрлĕ ỹсĕмри пин-пин çын пуçтарăннă. Уявăн ятарлă хăнисем шутĕнче Шаолинь мăнастирĕн манахĕсем тата Намиби Республикин делегацийĕ пулнă.

     Зарядка хыççăн Шупашкар заливĕн варринче "Аквабайк-Шоу" иртнĕ. Хусанти чи опытлă аквабайкерсем шыв çинче (фристайл енĕпе каскадерсем) хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Унтан уява пухăннисем "Стрижи" Раççей ВВС аслă пилотаж авиаци ушкăнĕн тĕлĕнмелле пысăк пултарулăхне курса савăннă.

    Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв каçĕ Лариса Долина концерчĕпе тата фейерверкпа вĕçленнĕ.

                                                                                                                                                                                                                                    Л.МУРАТОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика