16 августа 2014 г.
Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн коллективĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсене концертпа тухрĕç. Августăн 13-15-мĕшĕсенче агитбригада членĕсем "Труд", "Дружба", "Луч", "Победа", "Рассвет", "Асаново", "Восток" кооперативсенче, "Урожай" колхозра, Васильевăн фермер хуçалăхĕнче пулчĕç. Артистсем çĕр ĕçченĕсене юрăсемпе, шỹтлĕ сценкăсемпе савăнтарчĕç. Куракансем Лариса Носовăна, Виктор Кокшина, Владимир Павлова, Валентина Тимофеевăна, Валентина Курицынана тата Альбина Кокшинана тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç, хăйсем патне хăнана татах килме ыйтрĕç.
Хамăр районти кашни хуçалăха çитнĕ хыççăн агитбригада членĕсем кỹршĕллĕ районсене те кайса хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарасшăн.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"