09 августа 2014 г.
Айхи фончĕ тата Шупашкарти "ГолосА" поэзи фестивалĕн кураторĕсем А сасă кунĕн акцине хутшăнма чĕ неççĕ. Вăл çурлан 21-мĕшĕнче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче иртĕ. Ăна Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнине халаллĕç. Çак кун 17 сехетре Айхин чи кĕске сăввине - "Спокойствие гласного" (кунта А сасă çеç пур) вулĕç.
Акцие темиçе мелпе хутшăнма май пур. Чи ансатти - А сасса калани. Ăна юлташсемпе, кỹршĕсемпе те калама май пур. Виççĕ-мĕш мел: А сасса каланине видео ỹкермелле те халăх тетелĕнчи официаллă ушкăна кăларса хумалла е а.sound.day@qmail.com электронлă адреспа ямалла. Йĕркелỹçĕсем палăртнă тăрăх, ку акци тĕнчери çынсене пĕр тĕвве пухма май парĕ. Çурлан 21-мĕшне пĕтĕм тĕнчери А сасă кунĕ тума та палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"