09 августа 2014 г.
Çак кунсенче ачасен хăрушсăрлăхĕн темипе брифинг иртнĕ. Унта ачасем пурăнмалли çуртсен чỹречисенчен тухса ỹкнипе тата шывра путса вилнипе çыхăннă инкексене сỹтсе явнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ачасемпе амăшĕсене медпулăшу парассине йĕркелекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Емельянова пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи 7 уйăхра ачасем çỹллĕ çĕртен ỹкнĕ 22 тĕслĕхе регистрациленĕ, çав шутран 3 пепке вилнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 10 тĕслĕх, пурте чĕрĕ). Асăннă тĕслĕхсенчен 19-шĕнче ачасем пурăнмалли çуртсенчен тухса ỹкнĕ.
Шар курнисенчен ытларахăшĕ - 1 - 5 çулсенче. Апла тăк пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕ пăхса-асăрхаса çитерейменрен суранланаççĕ. Инкексем йĕркеллĕ çемьесенче те, тăнăçсăррисенче те тухаççĕ. Республикăн ГКЧС председателĕ Вениамин Петров ăшă çанталăкра шывра путакан ачасен шучĕ ỹснине пĕлтернĕ. Кăçал 12 ача путма пуçланă, çав шутран 7-шĕ вилнĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăрта çакнашкал 1 пăтăрмах çеç пулнă: ачана çăлнă, вăл чĕрĕ-сывах. Кăçал тухнă синкерсенчен ытларахăшĕнче аслисем те юнашарах пулнă, шел, инкеке сирсе ярайман. Брифингра республикăра пурăнакансене пĕчĕк ачасем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма чĕнсе каланă.
И. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"