06 августа 2014 г.
Педагогсен шухăшĕпе - вĕренỹ процесĕнче учебниксен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та вĕсене вĕрентекенĕн ĕçĕнчи хушма пай пек çеç пăхни тĕрĕсех мар. Хальхи вăхăтра шкул учебникĕсем пысăк информациллĕ кĕнекесем шутланаççĕ. Вĕсенче практика занятийĕсене ирттермелли кăтарту, теори материалĕ чылай. Тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ, кăсăклантарма пултаракан вĕренỹ кĕнекисем ачана ку е вăл предметпа пĕлy ытларах илме май параççĕ. Ахальтен мар Чăваш кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕнче вĕренỹ кĕнекисемпе пособийĕсене пичетлесси - тĕп ĕçсенчен пĕри. Вĕсене издательство Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин планĕпе килĕшỹллĕ хатĕрлесе кăларать. Кĕнеке авторĕсемпе редакторсен пĕрлехи тухăçлă ĕçĕ çинчен Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров каласа кăтартать.
- Çулсерен Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ вĕренỹ çулĕ валли вун-вун учебникпа вĕренỹ пособийĕ пичетлесе кăларать. Тĕпрен илсен вĕсем - республикăри тата республика тула-шĕнчи шкулсем валли хатĕрленĕ чăваш чĕлхи учебникĕсемпе ĕç тетрачĕсем, тăван ен историйĕпе тата культурипе хатĕрленĕ вĕренỹ пособийĕсем, тĕрлĕ словарь. Вĕрентекенсем хăш учебникпе ĕçлессине хăйсем суйласа илеççĕ. Кăçал республикăри тата унăн тулашĕнчи шкул ачисем валли 30 ытла вĕренỹ кĕнеки пичетленсе тухĕ. Вĕсене çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсемпе, хальхи программăсемпе килĕшỹллĕн хатĕрленĕ.
Пирĕн авторсем - паян тухăçлă ĕçлесе пыракан учительсем, методистсем, ăслăлăх кандидачĕсемпе профессорсем. Вĕсем вĕрентỹ ĕçĕнче нумай çул тăрăшса пысăк опыт пухнă профессионалсем. Акă, тĕслĕхрен, Л.П.Сергеев - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Раççей Федерацийĕн професси аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Вăл çырнă вĕренỹ кĕнекисемпе тата пособийĕсемпе шкулсенче вун-вун çул вĕренеççĕ. Шкулсем валли кĕнеке кăларас енĕпе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Т.В.Артемьева 20 çул ытла тăрăшать. Чăваш шкулĕсенчи кĕçĕн классем валли хатĕрленĕ "Литература вулавĕ", "Чăваш букварĕ" учебниксен авторĕ вăл. Пултаруллă тепĕр автор - Елена Енькка. Вăл - 4, 5, 6, 7, 8 классем валли хатĕрленĕ "Тăван ен историйĕпе культури" вĕренỹпе методика комплексĕн авторĕ.
Чăваш кĕнеке издательстви учебниксен комплекчĕсене кăларакан ытти издательствăпа та ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. "Просвещение" издательствăпа хăш-пĕр учебнике тата ĕç тетрачĕсене чăвашла куçарса кăларасси пирки килĕшỹ тунă. Чăваш кĕнеке издательстви ĕç тетрачĕсене, тĕрлĕ словаре, энциклопедисене пичетлесе кăларас ĕçе уйрăмах пысăка хурать. 2012 çулта икĕ томпа "Вырăсла-чăвашла словарь" пичетленсе тухрĕ. Иртнĕ çул Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле хатĕрленĕ хăйне евĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме пултарчĕ: "Чăваш Республикин археологи картти" кĕнеке кун çути курчĕ. Авторсем кĕнекене паллă ученăй археолога, педагога, общество ĕçченне В.Каховские халалланă. 2013 çулта паллă педагог, тавра пĕлỹçĕ И.Дубанов хатĕрленĕ "Чăваш Енри географи ячĕсем" тавра пĕлỹ словарĕн хушса пуянлатнă иккĕмĕш кăларăмне пичетлерĕмĕр. Кĕнекен çĕнĕ кăларăмне пурĕ виçĕ пин ытла ят кĕнĕ -ял, кỹлĕ, юхан шыв, çырма-çатра, вырăн т. ыт. те.
Географи ячĕсем - халăхăн историпе культура пуянлăхĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Çавна май вĕсемпе кăсăкланасси, чăн пĕлтерĕшне ăнланса илесси нихăçан та чакмасть. Кăçал Л.Сергеев профессорăн "Синонимсемпе антонимсен словарĕ" тата Е.Васильевăн "Чăваш чĕлхинчи синонимсен словарĕ" пичетленсе тухрĕç. Ăна пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем, аслă шкулти студентсем тата чăваш чĕлхипе кăсăкланакансем валли хатĕрленĕ. Нумай томлă "Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекине" кăларассипе те ĕç малалла пырать. Паянхи куна словарĕн икĕ томĕ пичетленнĕ. Словарьте кашни лексика единици пирки тулли информаци пур: семантика тытăмĕ, стилистика пахалăхĕ, пуплевре усă курнин уйрăмлăхĕсем. Сăмахсене тата каларăшсене ăнлантарнă, вĕсене илемлĕ литературăра, хаçат-журналта, фольклорта тата ытти çĕрте усă курнă тĕслĕхсене цитатăласа илсе панă. Çакă сăмахăн пĕлтерĕшне çăмăллăнах асра хăварма май парать. Словаре чăваш чĕлхин лексикинче юлашки вăхăтра пулса иртнĕ улшăнусене шута илсе йĕркеленĕ. Çичĕ томпа тухакан ăнлантару сăмах кĕнекине кулленхи калаçура тата илемлĕ литературăра тăтăшах усă куракан пурĕ 100000 сăмах, сăмах çаврăнăшне, каларăша кĕртме палăртнă. Çулсеренех пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсем валли чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарьсем пичетлесе кăларатпăр. Çитес çул чăваш чĕлхин çĕнĕ орфографи словарьне хатĕрлесе кăларма палăртнă.
Издательствăра кĕнеке кăларас ĕçре пиçĕхнĕ ăстасен туслă, пултаруллă коллективĕ вăй хурать - редакторсем, корректорсем, техника редакторĕсем, художниксем, дизайнерсем. Вĕсем вĕрентỹпе методика литературин пахалăхĕ пысăк пултăр тесе тăрăшаççĕ. Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерстви 2009 çулта Чăваш кĕнеке издательствине шкулсем вал- ли учебниксем хатĕрлесе кăларма ирĕк панă издательствăсен шутне кĕртнĕ. Юратса тата килĕшỹллĕ тунă кĕнеке ырă туйăм çуратать теççĕ. Вăл хăйсен ĕçне юратса, кăсăкланса пурнăçлакансен ырă туйăмĕсене упрать.
Источник: "Каçал Ен"