АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райцентр илемĕ унран килет

06 августа 2014 г.

    Ирхине ĕçе утнă чухне райцентрта çулла аллине шăпăр е курăк çулакан агрегат, хĕлле юр хырмалли кĕреçе тытнă арçынпа кашниех тĕл пулать пуль. Ку вăл - Николай Германович Петров. Комсомольски ял поселенийĕнче вунă çула яхăн тăрăшакан ĕçчен район центрĕнчи тирпейлĕхшĕн яваплă. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать Николай Германович. Хĕвелпе пĕрлех вăранать вăл, ирех ĕçе пуçăнать. Çулла уйрăмах ларса тăма вăхăт çук унăн: çỹп-çапа шăлса тасатмалла, çул хĕррисенчи курăксене çулсах тăмалла, чечексене шăвармалла, унта та кунта йĕрке тумалла. Кăçал уйрăмах канăçсăр çул пулчĕ Николай Петровшăн, пирĕн районта Республика кунĕ иртнĕ май ун валли хушма ĕç те тупăнсах тăчĕ. Хĕлле те юр хырмалли лаптăк пĕчĕкех мар, нумай çунă чухне вара ĕлкĕр кăна. Çапах нихăçан та ỹркенмест ĕçсĕр тăма хăнăхман арçын, хăйне шанса панă участокра чунне парса тăрăшать.

     Унăн тăрăшулăхне пула Комсомольски ялĕ тирпейлĕ, таса. Ял поселенийĕн ертỹлĕхĕ те ун пирки ырăпа çеç калать, хастар ĕçшĕн тав тăвать.

     Тирпейлекен çĕрте мар, çỹплемен çĕрте таса, теççĕ. Пирĕн вара çын ĕçне хисеплеме вĕренесчĕ, çак сферăра тимлекенсене сума сăвасчĕ.

                                                                                                                                                                                                                                      Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика