02 августа 2014 г.
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕсем "Халăх тĕрĕслевĕ" проектпа килĕшỹллĕн Тăвай, Красноармейски, Елчĕк тата Вăрмар районĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Унăн тĕллевĕ - республикăра сĕте епле пуçтарнине тĕрĕслесси, потребительсен сĕт пухакан кооперативĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелеме пулăшасси. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕсем "Халăх тĕрĕслевĕ" проектпа килĕшỹллĕн Тăвай, Красноармейски, Елчĕк тата Вăрмар районĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Унăн тĕллевĕ - республикăра сĕте епле пуçтарнине тĕрĕслесси, потребительсен сĕт пухакан кооперативĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелеме пулăшасси.
Акă, Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕнчи 10 хуçалăх "Янтиковский кооператив" потребительсен обществипе алла-аллăн ĕçлет. Вырăнти парти уйрăмĕн ертỹçи Валентина Чайкина, "Салагаевское" уйрăм секретарĕ Елена Михайлова, вырăнти ентешлĕх совечĕн членĕ Константин Никитин сĕт хакĕпе кăсăкланчĕç, ял халăхĕпе канашларĕç, вĕсене тĕрлĕрен ыйту-сĕнỹсем пачĕç. Паянхи кун кооператив сĕте 11 тенкĕпе пуçтарать, халăхсем вара хакпа кăмăлсăр.
"Ара, чăнах та, лавккасенче литр сĕт 36 тенкĕ тăрать, пуçтаракан хака кăшт ỹстерсен аван пулĕччĕ", - терĕç ялта пурăнакансем.
Кỹршĕ районта, Елчĕкри 9 ял тăрăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх 4537 пуç, вĕсенчен 2328-шĕ - сăвакан ĕнесем. Сĕт пухас енĕпе уйрăм предпринимательсем хушшинче конкуренци пысăккине пула Яманчурелпе Шăмалак ялĕсенче пĕр литр сĕте 13 тенкĕпе пуçтараççĕ. "Комбайн" ЯХПК литршăн 12,5 тенкĕ тỹлет.
Вăрмар районĕнчи Тикаш ял тăрăхĕнче Канашри сĕт-çу заводне ăсатакан сĕте 11 тенкĕпе пуçтараççĕ. Иртнĕ уйăхра çак хак 1 тенкĕ пысăкрах пулнă.
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче, Çирĕклĕ ялĕнче, райпо 1 литр сĕтшĕн 11 тенкĕ парать. Çĕмĕрле тата Канаш районĕсенчен килекенсем Яманак ялĕнчен сĕте 10 тенкĕпех илсе каяççĕ.
Халăхсем çулла, сĕт сăвасси ỹснĕ чухне, хаксем тăруках чакса ларнипе кăмăлсăр. Ялсенче мăйракаллă шултра выльăх тытакансем сахаллансах пыраççĕ, малашне ыйтăва çаплипех хăварсан хуçалăхсенчи ĕнесен шучĕ пачах та чакĕ.
Тĕл пулу пĕтĕмлетĕвĕ: сĕт туса илекен хуçалăхсене тỹрремĕнех пулăшмалла. Кирлĕ, ĕçлĕ сĕнỹсене парти тата влаç тытăмĕсене çитерĕç.
Ку ыйтупа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та кăсăклансах тăрать. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ районсене çитсе курнă май вăл сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтусене хускатать. Нумаях пулмасть ЧР Правительствин АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕнче те вăл сĕт пухакансене критикленĕ. "Паян сĕте халăхран литрне 13 тенкĕрен кая мар хакпа туянмалла" , - палăртнă Михаил Игнатьев. Вăл "Халăх тĕрĕслевĕ" проект тата Правительство членĕсене сĕт пухас енĕпе ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăма чĕнсе каланă.
ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнчен.
Источник: "Каçал Ен"