02 августа 2014 г.
Июлĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов Чăваш Республикин, Мускав тата Тĕп регион муфтийĕпе, РФ Обществăлла палата членĕпе Альбир Кргановпа тĕл пулнă.
Тĕл пулура Чăваш Республикинчи конфессионаллă лару-тăрăва сỹтсе явнă. Çавăн пекех регионта мусульмансен тĕн управленийĕн 20 çулхи ĕç-хĕлне халалланă мероприятисен планĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Çавăн пекех июлĕн 24-мĕшĕнче муфтий Чăваш Ен Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министерствин специалисчĕсемпе тĕл пулса калаçни, Раççейре тата Чăваш Енре халăхсем хушшинчи хутшăнăва сỹтсе явни, хаклани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Альбир Крганов РФ Обществăлла палата членĕ пулнă май хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашнехи плансемпе паллаштарнă:
- Çĕршывра нацисем тата регионсем хушшинчи килĕшĕве аталантарас, çирĕплетес енĕпе нумай ĕç пурнăçланать. Раççейре асăннă хутшăнусем çав тери лайăх. Палăртса калатăп, пирĕн патшалăх религисем хушшинче яланах тăнăçлăхпа килĕшỹ тăвас енĕпе паха опытлă. Нумай нациллĕ Раççей яланах туслă пурăннă, пурăнать те. Пирĕн ăрусем тĕрлĕ тĕне ĕненеççĕ пулин те - эпир - пурте Раççей çыннисем. Çакна кашнийĕн лайăх ăнланмалла.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин суйлав умĕнхи калаçăвĕнче нацисем хушшинчи ыйтăва та хускатрĕ. Пире, тĕрлĕ тĕн представителĕсене, çакă уйрăмах хавхалантарать. Владимир Путин çыннăн кăмăл-сипет пуянлăхне хỹтĕлет. Паянхи кун, нацисен хутшăнăвĕн совечĕ канашлусенче çак ыйту çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать.
Наци автономийĕсене валли те кирлĕ услови çителĕклех, ку енĕпе татах та ĕçлетпĕр-ха. Нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусене йĕркелекен комисси ĕçĕсене пурнăçласа эпир тăтăшах тĕрлĕ çĕрте мероприятисем ирттеретпĕр: семинарсем, çавра сĕтелсем, конференцисем. Çитес вăхăтра РФ Обществăлла палата членĕсем ĕçлĕ визитпа Атăлçи, Урал, Çурçĕр Кавказ федераллă округĕсене çитесшĕн, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явасшăн.
Чăваш Енре пурăнакансем влаç органĕсемпе лайăх хутшăнура пулни савăнтарать. Эпир йĕркелекен культурăпа çут ĕç проекчĕсене пурнăçлама пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, муфтият Чăваш Республикинче çеç 40 проекта ĕçе кĕртет. Кунта паллах, ЧР Культура министерстви пысăк пулăшу кỹрет.
А.Антонова хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"