02 августа 2014 г.
ЧР Юстици министерстви Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне хатĕрленĕ, ăна Чăваш Енре пурăнакансене сỹтсе явма тăратнă. Çак саккун тата проект пирки районта пурăнакансем, "Каçал ен" тусĕсем, мĕн шутлаççĕ-ха?
Василий Абрамович Герасимов депутат, халĕ хисеплĕ канура:
Ял тăрăхĕн пуçлăхне халăха суйлаттармалла, çапах та вăл депутатсен хушшинчи çын пулма тивĕç. Çамрăксене ытларах çак ĕçе хутшăнтармалла. Муниципалитет пуçлăхĕпе администраци пуçлăхĕ те пĕр çын пулсан авантарах, мĕншĕн тесен яваплăх камра иккенне халĕ пĕлме те йывăр. Ман шутпа, çавăнпа та район ертỹçи пĕр çын пулни те çителĕклĕ.
Ревокат Прохорович Моисеев, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ:
Вырăнти влаç органĕсен ĕçне улăштарса йĕркелес ыйтупа йышăнакан саккун проектне халăхпа сỹтсе явассине йĕркелени çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах вырăнти влаç нумай-нумай ыйтăва татса парать. Кил-çурт, хваттер, коммуналлă хуçалăх, ĕç тупасси, çемьесенчи хирĕçĕве татса парасси, ял тирпейлĕхĕ, халăхăн культура шайне ỹстересси, çул-йĕр тата вун-вун ыйтăва уçăмлатаççĕ вĕсем. Ял, район шайĕнче çеç мар, нумай ыйтăва республика шайĕнче сỹтсе явмалла, кирлĕ йышăну тумалла. Апла пулсассăн пуçлăхра ларакансен халăх нушине ăнланма пултармалла.
Саккун проекчĕпе паллашнă май çапларах шухăшсем çуралчĕç. Районăн пĕр пуçлăх пулмалла. Район пуçлăхне, район тата ял депутачĕсем пулма халăх шаннă çынсене суйламалла. Депутатсен пухăвĕн пуçлăхĕ пулма депутатсем хăйсен хушшинчи чи пуçаруллине палăртсан аван.
Валентина Кондратьевна Самукова, тивĕçлĕ канура, активистка:
Саккун йышăнас умĕн халăхпа канашлани аван. Ма апла калатăп-ха? Мĕншĕн тесен халăх сĕнĕвне шута илни те лайăх. Ку вара - чи пахи. Ял тăрăхĕн депутачĕ халь, ĕмĕчĕ пулсан, кирек кам та пулма пултарать. Ырламастăп ку япалана. Депутатăн е ытти вырăнта ĕçлекен çыннăн, халăхшăн тĕслĕх пулмалла. Çавăнпа та пуху пуçтарса депутат пулма кандидатсем тăратмалла, халăх шанса суйлама пултартăр. Суйлав комиссийĕн членĕсене халăх палăрттăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те çак депутатсен йышĕнчен пултăр. Енчен те шанса панă ĕçе пуçлăх пурнăçлаймасан ун вырăнне тепĕрне, пуçаруллине, депутатсен хушшинченех суйласа илмелле.
Район тата администраци пуçлăхĕ икĕ çын пулни кирлех мар. Района ертсе пымалли çынна халăхăн суйламалла.
А.ЕФРЕМОВА, А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"