30 июля 2014 г.
С.Григорьевăн "Хапхаçă" картинине хаçат вулакансенчен чылайăшĕ астăватех ĕнтĕ. Ку картина ачасен чи юратнă вăййине - футбола сăнласа парать. Çапла, нумаях пулмасть-ха футболла кашни ял-хулара ачасем кăна мар, аслисем те каçса кайсах вылянă, ялпа ял, хулара картишпе картиш тупăшнă, сывлăха çирĕплетнĕ, туслăха аталантарнă. Чылай паллă футболист урамри вăйăсенчех хăйсен малтанхи утăмĕсене тунă.
Астăватăп-ха, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ умĕнчи спорт площадки çуллахи вăхăтра та пушă тăмастчĕ. Чурачăкпа Чĕчкен çамрăкĕсем, шкул ачисем каçсерен волейболла, футболла вылятчĕç. Таврари ытти ялсенчи командăсемпе юлташла тĕл пулусем йĕркелетчĕç. Халĕ спорт площадкине те шкул çурчĕн хыçне куçарнă, урамра та шăпах.
Ялсенче урамри спорт вăййисем манăçса пыраççĕ. Сăлтавĕсем - ача шучĕ ялсенче çултан-çул сахалланни, çамрăксем вăхăта ытларах компьютер умĕнче ирттерни тата ытти те.
Ялта ĕç пĕтсен ял çухалать теççĕ. Апла пулсан футбол та яла аталантарма пулăшать. Аслисен ачасене спорт вăййисемпе кăсăкланманшăн ỹпкелесе ларас вырăнне вĕсене пулăшас, ертсе пырас тесе тăрăшсан тем пекехчĕ. Ун пек çынсем пирĕн районта та пурах ĕнтĕ. Çуралнă тăрăхшăн çунакан, унти халăха юратакан çын ял пуласлăхĕшĕн мĕн те пулсан шутласа кăларатех. Акă Янкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ пĕр тăван Николай, Владимир тата Александр Черновсем ял ачисене стадион туса пама вăй çитернĕ.
Стадион йĕркелес шухăш вĕсен унчченех çуралнă. Ĕмĕте Черновсем майĕпен пурнăçлама пуçланă. Стадион вырăнĕнче парк пулнă, анчах 2010 çулхи типĕ çанталăка пула яш хурăнсем хăрса пĕтнĕ. Черновсем вĕсене кăкланă, тракторпа çĕрне тикĕслесе çерем курăкĕ акнă. Кăçал çумăр çуманнине пула ăна çăвĕпех шăварма тивнĕ. Курăкне çулса тăма бензокосилка туяннă. Стадион тавра карта тытса çавăрнă, йывăç лартнă. Куракансем валли саксем янтăланă. Тăкакĕ сахал мар пулнă ĕнтĕ, анчах пархатарлă ĕç тăвакансене çакă чарса тăман. Пĕр тăвансем тăрăшнине кура ял çыннисем те айккинче тăман, пулăшнă. Акă Евгений Бойков стадион хапхине заводрах тутарнă, "Патвар" тесе çырнă илемлĕ вывеска хатĕрлеттернĕ. Сергей Тимофеев, Валерий Якимов, Петр Краснов, Александр Евграфов, Сергей Горшков, Константин Чернов, Лев Гладков тата ыттисем те чăннипех тав сăмахне тивĕçлĕ.
Июлĕн 10-мĕшĕнче ял-йыш "Патвар" стадиона уçнă. Мероприятие халалласа 16 çула çитмен ачасем хушшинче мини-футбол турнирĕ йĕркеленĕ. Вăййа 6 команда хутшăннă: "Нĕркеç-1", "Нĕркеç-2", "Сĕнтĕр", "Йăлмахва", "Янкасси" тата "Янтиково" - "Аслă Пăла Тимеш" (Елчĕк районĕ). Турнир судйи пулма Алексей Федорович Волкова шаннă. Хĕрỹ вăйăра "Янкасси" команди мала тухнă, 2-мĕш вырăна - Елчĕк ачисем, 3-мĕшне Хирти Сĕнтĕрсем тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕ-командăна футбол юратакан чăн-чăн маттурсем пуçтарăннă: Алексей Корниловпа Данил Розов (Вăрманхĕрри Чурачăк), Дмитрий Чернов (Мускав), Леонид Артемьев, Данил Тимофеев, Никита Иванов, Руслан Чернов (Янкасси).
Вăйăра мала тухни хăй пĕр телей. Малти виçĕ вырăна йышăннă командăри кашни ачана сăран çăмха парнелессине пĕлсен çамрăк спортсменсем питĕ хĕпĕртенĕ. Каласа хăвармалла, çак çăмхасемпе Николай Чернова Мускаври "Единая Россия" парти членĕ, регионсенче спорта аталантарассишĕн чунтан çунакан çын тивĕçтернĕ. Çавăн пекех "Патвар" стадионра Питрава халалласа аслисем хушшинче ирттернĕ мини-футбол турнирĕн çĕнтерỹçисене те парнесемпе хавхалантарнă.
Янкасси ялĕнчи стадион патвар ачасем çитĕнтерме пулăшасса шанас килет. Аслисен пархатарлă тĕслĕхĕпе çунатланса ỹснĕ çамрăк ачасем пуласлăхра хăйсем те ырă ĕç сахал мар тăвĕç.
М.НИКИФОРОВА.
Источник: "Каçал Ен"