30 июля 2014 г.
Çар флотне 1696 çулта йĕркеленĕ. Ун пирки I Петĕр патша хушу кăларнă. Унтанпа тинĕс-çар флочĕ чылай аталаннă, ку службăра тăракансене халалласа уяв кунĕ те пур.
Июлĕн 27-мĕшĕнче моряксем хăйсен уявне - Тинĕс-çар флочĕн кунне паллă турĕç. Пĕлтĕр район центрĕнчи парк çывăхĕнче уçăлнă палăк умĕнче моряксем йышлăн пухăнчĕç. Асăннă мероприятие районти "Морское братство" председателĕ Евгений Орешкин, уяв йĕркелỹçи Сергей Алексеев уçрĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, хастарлăх сунчĕç. Районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев Тинĕс-çар флочĕн тата уяв историйĕсемпе паллаштарчĕ, районти моряксем пирки доклад туса пачĕ.
Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче районти моряксене медальсем тата паллăсем парса чысларĕç. Николай Броницына, Геннадий Скворцова, Сергей Ильина, Венямин Акчурина, Владимир Клупанова "Раççей Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕ" медальпе чысларĕç. Александр Смирнова, Валерий Васильева, Евгений Зимцова тата ыттисене те "Раççей флотне 300 çул" паллăпа наградăларĕç. "Тинĕс-çарĕнчи пĕр кăлтăксăр службăшăн" медальпе Владимир Константинова чысларĕç. Пухăннă нумай моряк "Раççей флотне 300 çул" тата "Лăпкă океан флотĕнчи служба ячĕпе" медальсене тивĕçрĕ.
Уяв программи спорт вăййисемпе те пуян пулчĕ. Арçынсем тĕрлĕ вăйăсенче вăй виçрĕç, ăсталăха тĕрĕслерĕç. Волейболра Çурçĕр тинĕс флотĕнче пулнă моряксем çĕнтерчĕç, Лăпкă океан флотĕнче службăра пулнисем - иккĕмĕшсем, Хура тинĕс флотĕнчисем - виççĕмĕшсем. Пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе А.Александров палăрчĕ, Е.Орешкин - иккĕмĕш, Г.Таборкин - виççĕмĕш. Калашников автоматне салатса пуçтарассипе Г.Таборкин пĕрремĕш пулчĕ, С.Алексеев - иккĕмĕш, В.Денисов виççĕмĕш вырăнта. Моряксен туслăхĕ çирĕп пулни куç кĕрет. Вĕсем уявра та, спортра та, службăра та маттур.
А.МАРИЯН.
Источник: "Каçал Ен"