АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Трактор" уйăхлăх иртет

30 июля 2014 г.

  Августăн 1-31-мĕшĕсенче районта "Трактор" уйăхлăх иртет. Операцин тĕп тĕллевĕ - регистрациленмен, тĕрĕслев витĕр кăларман тата юсавсăр техника хатĕрĕсене тупса палăртасси. Районта тĕрлĕ маркăллă 1138 техника регистрациленĕ: агропромышленноç комплексĕнче 541 техника (47 процент), уйрăм çынсен - 528 (районти пĕтĕмĕшле техникăн 46 проценчĕ). Вĕсенчен 43 проценчĕ техника тĕрĕслĕвĕ витĕр тухнă.

   Палăртса хăвармалла, уйрăм çынсем чылай техникăна тĕрĕслев витĕр кăларман. Çавăнпа та уйăхлăх вăхăтĕнче çакăн çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç. Промышленноç предприятийĕсенче тĕрлĕ маркăллă 68 техникăна регистрациленĕ. Техника тĕрĕслевĕ витĕр 53 проценчĕ тухнă. "Трактор" уйăхлăх вăхăтĕнче патшалăх техника тĕрĕслевĕн тата ÇÇХП инспекторĕсем ял тăрăхĕсенче рейдсем йĕркелеççĕ, техникăна тĕрĕслеççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                        С.КОКАРЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика