30 июля 2014 г.
Ĕçчен çынсем - вырмара. Çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртни темрен те паха. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, колхозсем, фермер хуçалăхĕсем - пурте вырмана тухнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 2267 гектар çулнă, 2124 гектарне çапса тĕшĕленĕ, 3971 тонна тырă йĕтемсене кĕртнĕ. Вăтам тухăç районĕпе - 18,7 центнер. Çав вăхăтрах вара пысăк тухăçпа савăнакансем те пур. Чи пысăк тухăç вара - "Урожай" колхозра. Паянхи куна вĕсем 130 гектар çинчи тĕш тырра çулнă, 403 тонна çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 31 центнер. "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 135 гектар çулнă, 301 тонна çапса тĕшĕленĕ, тухăç - 24,5 центнер. "Восток" хуçалăхра 230 гектар çулнă, 544 тонна çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç 23,6 центнерпа танлашнă. Минатуллинăн, Васильевăн фермер хуçалăхĕсенче, "Заря" ЯХПК-ра кашни гектартан вăтамран 15,5-18,7-шер центнер илнĕ.
- Хуçалăхсенчи ĕçченсем вырма ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне 6232 тонна утă, 24028 тонна сенаж янтăланă. Кĕрхи культурăсене акма 2950 гектар çĕр хатĕр. Кĕрхи çĕртмене 463 гектар пурнăçланă. "Слава картофелю" агрофирма "иккĕмĕш çăкăр" уйĕнче ĕçе пуçăннă. Хальлĕхе 5 гектар çинчен 131 тонна çĕр улми кăларнă, вăтам тухăç - 264 центнер,- пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"