АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев - ĕç тупса парасси

26 июля 2014 г.

    2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта - 42 çын учетра. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта центра ĕç шыраса 512 çын пынă. Вĕсенчен 471-шне ĕç тупса панă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 27 çын ытларах ĕç шыранă. Предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем 905 ваканси сĕннĕ. Юлашки вăхăтра ĕç паракансем вакансисем пирки вăхăтра пĕлтернине палăртса хăвармалла. Çавна май кашни ĕç шыракана 6 ваканси таранах тивĕçет.

    Январь-июнь уйăхĕсенче ĕçсĕр 145 гражданина регистрациленĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центра пынă 471 çынна ĕçлеме вырнаçтарнă, обществăлла вырăнсенче 81-ĕн тăрăшаççĕ. Çул çитмен 267 çамрăка вăхăтлăх ĕçсемпе тивĕçтернĕ. Тин çеç алла диплом илнĕ 3 специалиста, урăх регионта 17 çынна, чылай вăхăт хушши ĕç шыракан 16 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.

    Ĕçсĕр граждансем валли профессиллĕ вĕренỹ йĕркелесе 4 электрон аукцион иртнĕ. 45 çын, çав шутран 3 çула çитмен ачасемпе ларакан 7 хĕрарăм тата 3 пенсионер, професси шайне тата квалификацие ỹстернĕ. Хушма профессие вĕреннĕ 37 çынран 17-шĕ ĕçе вырнаçнă.

    Тукай ялĕнчи 44 çынпа ĕç пирки калаçу йĕркеленĕ, тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсем хушшинче ĕçсĕр граждансене тупса палăртман. Çакăн евĕр тĕрĕслеве сентябрь уйăхĕнче Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче, декабрьте Комсомольскинче ирттермелле. Пирĕн тĕп тĕллев - çынсене ĕç тупса парасси.

                                                                                                                                                                                                                                  Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика