АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур çула пĕтĕмлетнĕ

26 июля 2014 г.

     Кăçал следовательсем Следстви органĕсен ĕçченĕн кунне пуçласа паллă тăваççĕ. Шăпах 1713 çулта çак кун I Петĕр патша М.И.Волконский майорăн гварди следстви канцелярине туса хурасси çинчен калакан указа кăларнă. Çак канцеляри тỹрремĕнех патшана пăхăнакан Раççей патшалăх пĕрремĕш органĕ пулса тăнă. Професси уявĕ умĕн РФ Следстви комитечĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертỹçи Р.Н.Шайхалов канашлу ирттернĕ, ĕçсемпе паллаштарнă.

     2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта следстви уйрăмĕ 40 ытла уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 43-шне производствăпа вĕçленĕ. Ĕçченсем граждансен 42 ыйтăвне (обращение) пăхса тухнă, 56 çынна уйрăммăн йышăннă. Следстви уйрăмĕ йывăр преступленисене тĕпчет, вĕсен шутĕнче çын вĕлерни, сывлăха пысăк сиен кỹни, çынсене вăрлани, сутни тата ытти те.

    Сăмахран, следстви уйрăмĕ пĕрремĕш çур çулта çынна вĕлернĕ - 2, сывлăха пысăк сиен кỹрсе вĕлернипе 3 уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Çын вĕлерекенсем пурте ỹсĕр пулнă. Тĕслĕхрен, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 54 çулхи гражданин 58 çулхи арçынна 200 тенкĕ укçа паманшăн хĕнет. Сурансем тарăн пулнăран çын вилет. Преступник вара хăйĕн йĕрĕсене "çухатас" тесе вилнĕ çынна фуфайкипе çунтарса яма пăхать. Май килменрен вилнĕ çынна чăх сарайне кăларса пăрахать те тухса каять. Ăна тытса чараççĕ, Шăмăршă район çыннине 7 çуллăх ирĕк прависĕр хăвараççĕ.

    Ачасем тĕлĕшпе йывăр преступленисем туни çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, февралĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Хурама Тăварта пушар тухнă, икĕ пĕчĕк ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çакăн тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви кăтартăвĕсемпе çакă паллă пулнă: çав кунхине кил хуçисем пỹрте тултан питĕрсе кỹршĕ яла ĕçпе çыхăннă ыйтусене татса пама тухса кайнă. Тĕпренчĕкĕсене килте хăварнă, кичем ан пултăр тесе плазма телевизор ярса панă, мультфильм пăхма сĕннĕ. Наччас кайса килнĕ çĕре пỹртре вут-çулăм алхасма та ĕлкĕрнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнине пула ачасем инкек тỹснĕшĕн кил хуçине 2,5 çуллăха условлă майпа айăпланă.

    Елчĕк районĕнче пурăнакан арçыннăн та хĕрне тивĕçлĕ воспитани паманшăн - хĕненĕшĕн, хăратнăшăн - явап тытма тивнĕ. Хайхискер 10 çулхи хĕрне пĕр сăлтавсăрах хĕнеме, вăрçма, çĕçĕпе хăратма та именмен, унпа пĕрлех мăшăрĕпе иккĕшне хĕллехи сивĕ çанталăкра урама хăваласа кăларнă. Çакăншăн арçынна 3 çул та 6 уйăхлăх условлă майпа айăпланă, 4 çул сăнав вăхăчĕ панă.

    Следстви комитечĕн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри - коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесси. Тĕслĕхрен, Елчĕк районĕн суд пристав-исполнительне явап тыттарнă. Ăна ĕçлекен вырăнпа усă курнăшăн, çын укçине кĕсьене чикнĕшĕн РФ УК 3-мĕш пайĕн 160 статйипе айăпланă. Ăна 3 çул патшалăх службинче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче должноçра ĕçлеме ирĕк паман.

                                                                                                                                                                                                                                    А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика