26 июля 2014 г.
Июлĕн 24-мĕшĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕç шыракан граждансемпе ĕç улăштарас кăмăллисем валли "Ваканси ярмăркки" йĕркелерĕмĕр. Унта 6 предприяти представителĕсем хутшăнчĕç. "Комсомольский РСУ" АХО, "Содружество" КПК, З.Н.Истратий, Г.П.Леонтьев уйрăм предпринимательсем тата ыттисем ĕç вырăнĕсем сĕнчĕç.
Ярмăрккана 22 çын хутшăнчĕ, вĕсенчен 13-шĕ - ĕçсĕр. Вакансисемпе паллашнă хыççăн 7 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май килчĕ, вĕсенчен 4-шĕн ĕç вырăнĕ вăхăтлăха. Пĕр гражданин хушма професси илме вĕренме килĕшнĕ.
Г.ВОРОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"