26 июля 2014 г.
Пĕрчĕн-пĕрчĕн акса çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртеймесен ăшă кулачне тутанаймăпăр. Хальхи саманара техника çав тери хăватлă пулин те çĕр ĕçне çын хутшăнмасăр май килмест. Ял хуçалăх ĕçченĕсем çакна аван пĕлеççĕ. "Восток" ЯХПК уй-хирне тухсан чун хĕпĕртет. Вĕçĕ-хĕрри курăнман тырă пуссисем. Нумай çул ỹсекен курăка виççĕмĕш хут çулса илме шанчăк пур. Ялтан инçех мар çĕр улми уйĕ вырнаçнă. Талккăшĕпех сарăлса выртакан çум курăксăр, тап-таса та тỹп-тỹрĕ йăрансем, çĕр улми чечекре. Кăçал "Восток" ЯХПК ĕçченĕсем 32 гектар вика, 91 гектар сĕлĕ, 396 гектар урпа, 143 гектар çурхи тулă, 220 гектар кĕрхи тулă тата 60 гектар ыраш акса хăварнă. 180 гектар çинчи кĕрхи тулăпа ыраша пухса кĕртме те ĕлкĕрнĕ.
- Вăтамран кашни гектартан 24 центнер тухăç илтĕмĕр, - пĕлтерчĕ Валерий Геннадьевич Михеев ертỹçĕ.
Евгений Порфирьев ĕçлекен "Дон" комбайн 60 гектар çинчи ыраш уйĕнче ĕçе пуçăннă. Тепĕр комбайн та çак уйрах. Çапса тĕшĕленĕ тырра тỹрех йĕтем çине Роберт Белковпа Виктор Ятманов водительсем леçеççĕ.
- 37 çул "КамАЗ" автомашина рулĕ умĕнче. Хĕлĕн-çăвĕн хуçалăхра тăрăшатпăр. Вырмана вăхăтра вĕçлес тесе ырми-канми ĕçлетпĕр, часах кĕрхи ĕçсене пикенмелле, - тĕллевĕсене палăртрĕç пысăк стажлă водительсем.
Йĕтем çинче икĕ бригада. Вĕсем хиртен илсе килнĕ тырра аллаççĕ, пỹлмесене кĕртеççĕ. Надя Ефимова, Станислав Белков, Даниил Андреев, Нина Коновалова, Ирина Кузнецова, Руслан Морозов, Луиза Нигматуллина тата Денис Михеев аллисенче ĕç вĕрет. Йĕтем заведующийĕ Николай Андреев ĕçе пĕлсе йĕркелесе тăнăран кунта чăрмавсем çук.
Тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртесси çăмăл мар, çапах та, ĕçченсен тăрăшулăхне курнăран, хуçалăхра ĕçе аван пурнăçлани паллă. Вырма вăхăтĕнче ĕçченсене кунне икĕ хутчен тỹлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерни те паха. - Анне-аттене пулăшас тесе йĕтем çине тухрăм. Куншăн вара пачах ỹкĕнместĕп, мĕншĕн тесен кунта эпир, çамрăксем, чылайăн. Хушăран вăхăт иртни те сисĕнмест, - терĕ Станислав Белков.
Пурте пĕрле килĕштерсе тăрăшнăран ĕç ỹсĕмлĕ те пахалăхлă пурнăçланать.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"