23 июля 2014 г.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 10 пушар тухнă. Вут-çулăм кỹнĕ тăкак 1258 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр вара çак вăхăтра 7 пушар тухнине регистрациленĕ, тăкак - 345 пин тенкĕ.
Çынсем пурăнакан вырăнта 7 пушар тухнă, суту-илỹ объекчĕсенче - 1, ытти вырăнта - 2. Ытларах Александровка, Урмаел, Чĕчкен, Шурут ял тăрăхĕсенче вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем ỹснĕ.
Çавăнпа та кулленех ял çыннисемпе тĕл пулни пысăк витĕм кỹрет. Кăçал 980 хуçалăхра пулнă, ял çыннисемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине, асăрхануллă пулмаллине каланă.
С.ЮМАНОВ.
Источник: "Каçал Ен"