АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшупа усă куракансен йышĕ ỹсет

23 июля 2014 г.

   2014 çулхи çур çулта пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакан 92,6 пин çынна патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ панă. Çак вăхăтра республикăри ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем федераци органĕсене 40 пин ыйту çырнă, 87,5 процентне - ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнусен системи урлă янă.

   "Электрон пулăшупа усă курасси кунсерен ỹссе пырать пулин те, тĕрлĕ министерствăсемпе районсенчен йăлана кĕнĕ йĕркепе (хут çинче, электрон почтăпа, курьер вырăна çитернипе) ĕçлесси пăрахăçланмасть-ха. Ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнусен системипе ЧР Патшалăх техника надзорĕн, Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерствин специалисчĕсем, Вăрнар, Канаш районĕсен администрацийĕсем анлă усă курмаççĕ", - пĕлтернĕ канашлура ЧР Информаци политикин министерствин пай начальникĕ Ирина Никонорова.

   Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Çĕрпỹ, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи ял тăрăхĕсен специалисчĕсем асăннă системăпа пачах усă курмаççĕ иккен. Аса илтеретпĕр, 2012 çулхи июль уйăхĕнчен влаç органĕсене ытти органсенче пур информацие халăхран ыйтма чарнă. Информацие ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăну системи урлă пĕлмелле. Шăпах çак система урлă патшалăхăн 96 пулăшăвĕпе усă курма май пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика