19 июля 2014 г.
Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакансем паян тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултараççĕ. Çăмăллăхсемпе усă курас тесессĕн www.gosuslugi.ru сайтра регистрациленмелле. Кайран мĕнле пулăшупа усă курассине суйласа илмелле.
Сăмахран, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви сĕнекен пулăшусемпе те электрон мелпе усă курма май пур. Мĕнле документсем кирлипе ЧР ШĔМĕн официаллă сайтĕнче 21mvd.ru "Патшалăх пулăшăвĕсем" пайра паллашма пулать. Унтах "Электронное МВД" баннер та пур. Чăваш Енре пурăнакансем лицензи илме ирĕк паракан, информаци центрĕ, ЧР ÇÇХПИ, дежурство чаçĕ кỹрекен пулăшусемпе çăмăллăнах усă курма пултараççĕ. Сăмахран, Раççей ШĔМĕн территори органĕсенчи лицензипе ирĕк паракан ĕçсен тата ытти подразделенисем паянхи кун хĕç-пăшал туянма тата упрама ирĕк паракан лицензи е уйрăм хуралçăн удостоверенине илнĕ чухне те электрон мелпе усă курма май пур.
Вырăна çитмесĕр заявлени çырса документсене электрон мелпе яни вăхăта самай перекетлет. ЧР ШĔМ кỹрекен патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курасси пирки тĕплĕнрех çак номерсемпе ыйтса пĕлме пулать: 8(8352) 24-11-52, 24-14-22 (информаци центрĕ), 62-50-30 (çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ), 21-11-63 (лицензи илме ирĕк паракан центр), 62-34-06 (дежурство чаçĕ).
ЧР ШĔМ муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕ.
Источник: "Каçал Ен"