19 июля 2014 г.
Çул çинче асăрхануллă пулмалли пирки пĕрре кăна мар асăрхаттаратпăр, калатпăр. Апла пулин те автомашина рулĕ умне ỹсĕр ларакансем çав-çавах пур-ха. Пысăк штраф тỹлемелли те вĕсене шиклентермест.
Июль уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак вăхăтра ỹсĕр 4 водителе тытса чарнă, явап тыттарнă, административлă 34 протокол çырнă. Ỹсĕррисене вара 18-24 уйăхлăха автомашина çỹретме ирĕк паракан правасăр хăвараççĕ, çийĕнчен тата 30 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ.
Р.ХУСНЕТДИНОВА.
Источник: "Каçал Ен"