19 июля 2014 г.
Ялта тĕпленнĕ çамрăксене патшалăх пулăшу кỹни пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕнче тĕрлĕ программăсем вăйра. Сăмахран, "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси" федераци тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тỹлевсем уйăрса параççĕ. Кăçал районти 10 çемьене асăннă пулăшупа тивĕçтерĕç.
Июлĕн 16-мĕшĕнче районти виçĕ çемьене сертификат парса чысларĕç. Вĕсем пурте ял хуçалăхĕнче тăрăшакан ĕçченсем, ялта тĕпленнĕ çемьесем.
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче пурăнакан Владимир Казаков фермер хуçалăхĕн ертỹçине уйрăм çурт-йĕр хăпартма социаллă тỹлев уйăрнă. Казаковсем 3 ача çитĕнтереççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ вĕсемшĕн темрен те паха. "Алга" ЯХПКра тăрăшакан Рушан Гибатдинов та патшалăх пулăшăвне тивĕçнишĕн савăнать. Вĕсем çурт хăпартма ĕмĕтленеççĕ. Светлана Козлова уйăрнă укçа-тенке хваттер туяннă çĕре ярасшăн.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекен специалистсене район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин саламласа свидетельствăсем парса чысларĕ. Малашне те ял хуçалăхĕнчех тăрăшса ĕçлеме сунчĕ.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"