АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Семинар иртнĕ

19 июля 2014 г.

    Çак кунах "Слава картофелю" агрофирмăра "Çĕр улмине тĕрлĕ чирсемпе сăтăрçăсенчен упрасси" темăпа семинар иртнĕ. Унта районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе агрономĕсем хутшăннă, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă. Çавăн пекех семинарта "Байер" АХО тата "Башинком" ООО специалисчĕсем ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли препаратсемпе паллаштарнипе пĕрлех çĕннисене те усă курса пăхма сĕннĕ. Çĕр улмине пысăк тухăçпа туса илесси препаратсенчен те нумай килет.

   "Слава картофелю" агрофирмăра вара çĕр улми кашни çулах тухăçпа савăнтарать. Кунта ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли препаратсемпе вăхăтлă усă курни, шыв сапни, кăпкалатни, им çамлани, апатлантарни пысăк витĕм кỹрет. Семинара хутшăннисем çĕр улми уйĕсене çитсе курнă.

                                                                                                                                                                                                                                     (ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика