16 июля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июлĕн 12-мĕшĕнче, шăмат кун, Оренбург хулинче РФ Транспорт министерстви тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пĕрле ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Унта округри регионсен транспорт аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене, çавăн пекех "Европа - Хĕвел анăç Китай" транспорт маршрутне йĕркелессине сỹтсе явнă.
Канашлăва уçнă май Михаил Бабич полпред транспорт тытăмĕ округри регионсен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. РФ Транспорт министрĕ Максим Соколов каланă тăрăх - Азипе Лăпкă океан регионĕнчи çĕршывсемпе çыхăну тытмалли транспорт коридорĕн строительствин проектне пурнăçлама тытăнни Раççей майĕсемпе чикĕ леш енче анлăрах усă курма пуçлассине çирĕплетет. Хальлĕхе, экспертсем хакланă тăрăх, Азипе Лăпкă океан енче çак майсемпе пĕтĕмпе те 10 процент кăна усă кураççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери "Европа - Хĕвел анăç Китай" транспорт маршручĕпе пĕр килекен "Атăл" М-7 автоçулăн Чăваш Республикин чиккинчи сыпăкĕ 195 км тăршшĕ, паян унпа талăксерен 45 пин автомобиль таран иртет. Çак сыпăкра кăна - пĕтĕмĕшле тăршшĕ 2,9 пине яхăн метрпа танлашакан 20 кĕперпе путепровод. Тĕпчев кăтартăвĕсем М-7 трассăна реконструкцилемеллине, параметрсене 1-б категори шайне çĕклемеллине çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех Кỹкеç патĕнче район центрне кĕмесĕр иртекен тавра çул тумалла.
Канашлу хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев полпредпа федераци министрĕ хутшăннипе иртнĕ уçă калаçупа кăмăллă пулнине палăртнă. "Регионсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, татăклă хуравсем илчĕç. Канашлури йышăнусемпе килĕшỹллĕн М-7 автоçулăн республика территорийĕнчи чăрмавлă сыпăкĕсене реконструкцилĕç, унсăр пуçне республика пĕлтерĕшлĕ çулсен федераци трассипе çыхăнакан сыпăкĕсене те реконструкцилеме палăртнă", - тенĕ Михаил Васильевич.
К.АНДРЕЕВ.
Источник: "Каçал Ен"