12 июля 2014 г.
Чăваш Ен представителĕсем Мускавра экстремизм профилактики енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцине хутшăннă.
Пухăннисем çамрăксем хушшинчи экстремизм ыйтăвĕсене хускатнă, унăн поликонфессионаллă хутлăхĕпе нумай нациллĕ халăхăн хăйне евĕрлĕхĕсене пăхса тухнă. Çавăн пекех Раççейри тĕн конфессийĕсене тишкернĕ, вĕсен çамрăксене воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшĕ çинчен, экстремизм профилактикинче çамрăксен пĕрлешĕвĕсен вырăнĕ пирки тата ытти темăсемпе калаçнă, ыйтусене сỹтсе явнă.
Конференцие хутшăннă хăнасем - РФ Патшалăх Думин обществăлла тата тĕн организацийĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Ярослав Нилов, Всеволод Чаплин протоиерей, РФ Обществăлла палатин членĕ Альбир Крганов - тухса калаçнă. Вĕсем юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче культура шайĕ чакнине палăртнă, вĕсемпе ăс-хакăл тата шухăш-кăмăл енĕпе ĕçлеме сĕннĕ. Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин тĕп эксперт специалисчĕ Вероника Валык Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсенчен килнĕ ĕçтешĕсене çамрăксем хушшинче экстремизма хирĕçлес енĕпе республикăра туса ирттернĕ, йĕркеленĕ ĕçсемпе паллаштарнă.
А.ВЛАДИМИРОВА.
Источник: "Каçал Ен"