12 июля 2014 г.
2-мĕш çур çуллăх çырăнтару йывăррăн иртрĕ. Ытти çулсенче "Почта России" ПФПУ корреспонденцие вырăна çитерессишĕн субсиди уйăрнă, кăçал улшăнусем пулса иртрĕç. Çавна май хаçат-журнал çырăнмалли хаксене самаях пысăклатрĕç.
Вырăнти прессăн тиражĕ ан чактăр тесе май пур таран тăрăшрăмăр. Акатуйра, Республика кунĕнче çырăнтару пулчĕ, çавăн пекех тираж сыхлантăр тесе редакцисем тĕрлĕрен конкурссемпе акцисем ирттерчĕç. Федераллă хаçатсен тиражĕ, 2013 çулхипе танлаштарсан, 7,6 процент чакрĕ, вăл вăхăтра вара альтернативлă майпа çырăнтару 5,5 процент ỹсрĕ. 2014 çулхи иккĕмĕш çур çула республикăра 139,5 пин экземпляр хаçат-журнал çырăннă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 0,1 процент сахалрах. Çав шутра:
- республикăра тухса тăраканнисем 65,2 пин экземпляр, 2013 çулпа танлаштарсан 4,3 процент ỹснĕ (2012 çулпа танлаштарсан 6,3 процент чакнă);
- районсенчи тата хуласенчи изданисен шучĕ 2013 çулпа танлаштарсан 3,7 процент чакнă, 74,3 пин экземпляр.
Район хаçачĕсен çырăнтару тиражĕ палăрмалла ỹсрĕ - "Çĕнтерỹшĕн" (Йĕпреç), тĕслĕхрен, 6,1 процент. Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри тата Вăрмар районĕсенче хаçат вулакансем йышлăланнă. Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпỹ, Шăмăршă тата Етĕрне районĕсенче хаçатсен тиражне сыхласа хăварнă. "Алатырские вести" тата "Тăван Ен" хаçатсен шучĕ аванах чакрĕ. "Хыпар", "Советская Чувашия" хаçатсем альтернативлă майпа çырăнтарнипе ỹсме пултарчĕç. Электронлă çырăнтару урлă "Советская Чувашия", "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ" тата Çĕмĕрле районĕн "Вперед" хаçачĕсене çырăнчĕç.
Çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен тытăмне тĕрĕслекен федераци службин Чăваш Енри управленийĕ.
Источник: "Каçал Ен"