09 июля 2014 г.
Ỹпке ракĕ - сиенлĕ шыçă аталаннипе пуçланакан хăрушă чир. Вăл малтан ỹпкен эпителийĕнче амаланать. Каярах вара ỹтĕн çĕнĕ пайĕсенче сарăлса организмри ытти органсене сиенлетме пуçлать. Паллах, чирĕн малтанхи тапхăрĕсем вăрттăн иртеççĕ, нумай вăхăт хăй çинчен пĕлтермессе те пултарать вăл. Юлашкинчен, пусарсан çеç, пĕлетпĕр те - вара хăраса ỹкетпĕр.
Хальхи вăхăтра рак чирĕ час-часах тĕл пулма пуçларĕ. Уйрăмах вăл арçынсемшĕн хăрушă. 50-60 çулсенче, çыннăн иммун системи хавшаса пынă май, çак чир пуçланас хăрушлăх татах та ỹсет.
Сиенлĕ шыçă организмри тĕрлĕ органа сиенлетме пултарать, анчах кăтартусем тăрăх çынсем ытларах ỹпкери рака пула вилеççĕ иккен. Ỹпке ракĕн симптомĕсем çаксем.
Чăн малтан ỹслĕк иртмесĕр нушалантарать, сывлăшĕ те шăхăрнă евĕр илтĕнет. Кăкăр тĕлĕнче ыратма тата çын юн сурма пуçлать. Çав хушăра тепĕр пулăм - сăлтавсăр начарланса хăвăрт ывăнтарни. Чир сăлтавĕ - пирус туртни! Ỹпкере шыçă пуçланасси туртакан ỹсĕмĕнчен те килет. Ытларах чылай çул тата виçине пĕлмесĕр, пĕр тăхтавсăр туртакансем чирлеççĕ.
Хăрушă чир пирки пĕлсен хăраса ỹкме кирлĕ мар. Пысăк хуласенчи онкологи центрĕсенче тĕрлĕрен сиплев майĕсем те пур паянхи кун: химипе пайăрка терапийĕсем тата хирургсем...
Сиплев ăнăçлă иртесси чир тапхăрĕнчен нумай килет. Çавна май çакна палăртса хăварам. Туссем, кăкăр кăшкарĕпе ỹпке рентгенне тухма ан манăр. Сирĕн сывлăхăр хăвăр алăрта!
Н.МИННЕТУЛЛИНА.
Источник: "Каçал Ен"