АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратса пурăннине мĕн çитĕ?

09 июля 2014 г.

    Çăпатапа кантри, çỹпçипе хупăлчи - пĕр-пĕринпе çураçуллă пурăнакан мăшăр пирки ытарлăн темĕнле те калать чăваш. Пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпех юратса, хисеплесе, килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнакан мăшăрсем пирĕн районта та сахал мар. Вĕсем çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла.

    Июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче 30 çул ытла пĕрле пурăнакан çемьесене - Яндровсене (Асанкасси), Потаповсене (Тăманлă Выçли), Ивановсене (Çĕнĕ Каçал) - чысларĕç, вĕсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç. Çак çемьесене ял-йыш хисеплет, вĕсем ырă ята тивĕçнĕ, тĕрлĕ ĕçре тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă, ачи-пăчисене воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕплĕнрех - çитес номерте.

    "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе çемьесене 2008 çултанпа чыслаççĕ. Пуçласа медальпе Кокоревсен (Кĕçĕн Каçал) çемйине чысланă. Хирти Сĕнтĕрти Салминсен (2010), Аслă Чурачăкри Никифоровсен (2011), Тукайри Курицынсен (2012), Чĕчкенти Юнусовсен (2012), Комсомольскинчи Коротинсен (2013), Вăрманхĕрри Чурачăкри Корниловсен (2013) çемье архивĕсенче çак медаль упранать.

                                                                                                                                                                                                                                      А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика