АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника туяннă

09 июля 2014 г.

    Республика кунĕнче районта "Уй-хир кунĕ - 2014" иртни пирки хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Çак кун, Р.Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче хăнасем тĕрлĕ ял хуçалăх техникин çĕнĕ моделĕсемпе - комбайнсемпе, тракторсемпе, акмалли, сỹрелемелли, лартмалли, им-çамламалли тата ытти агрегатсемпе паллашнипе пĕрлех, кунти техникăна туянма кăмăл тунă. Куравра пурĕ 89 миллион тенкĕлĕх килĕшỹ çырнă. "Агротехкомплект" ОООпа 3 комбайн тата Versatili- 305 трактор туянма килĕшỹ çырнă. Çавăн пекех "РенАвто" ОООн 3 комбайнĕ те малашне Чăваш Ен уй-хирĕнче ĕçлĕ. Вĕсенчен пĕри - "Полесье" - Патăрьел районĕнчи "Исток" агрофирмăра. Пĕрремĕш туянакана "РенАвто" ООО мотороллер парнеленĕ.

    Çавăн пекех килсе çитнĕ хăнасемпе уйрăм çынсем хушшинче лотерея вылявĕ ирттернĕ. "Агротехкомплект", "КанмашАгро" ООО-сем, "Август" фирма, "Россельхозбанк" АУОн Чăваш Енри филиалĕ парнесемпе савăнтарнă. Уй-хир кунĕн хăнисем, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, çумĕ Эдуард Александров тата ыттисем "Госсорткомисси" ФПУ сăнав хирĕсенче пулнă. Унта мĕнле вăрлăхсем çитĕнтернипе кăсăкланнă. Асăннă учрежденин сăнав участокĕнче çулсеренех тĕрлĕ культура вăрлăхĕсене çитĕнтерсе сăнаççĕ. Аван тухăçлисене Чăваш Республикинче лартса çитĕнтерме сĕнеççĕ. Сăмахран, кăçал 20 тĕрлĕ çурхи тата 23 тĕрлĕ кĕрхи тулă сорчĕсене акнă. Унпа пĕрлех 13 тĕрлĕ сĕлĕ вăрлăхне тата 17 тĕрлĕ урпана, 19 тĕрлĕ пăрçана, 29 тĕрлĕ кукуруза вăрлăхĕсене тĕпчемелле. 28-шар тĕрлĕ çĕр улмипе купăста вăрлăхĕсем мĕнле çитĕннине те пăхса тăмалла, пĕтĕмлетỹсем тумалла.

                                                                                                                                                                                                                                  А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика