АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисемпе çулла уйрăмах тимлĕ пулăр

05 июля 2014 г.

     Июнĕн 27-мĕшĕнче районта çул çитменнисене тата вĕсен прависемпе ирĕкне хỹтĕлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Черетлĕ ларăва И.Х.Миннетуллин ертсе пычĕ.

    Ларура саккуна административлă майпа пăсни пирки 6 протокол пăхса тухрĕç, вĕсенчен 4-шне ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе пуçарнă. Вĕсенчен 1 протоколĕ çул çитмен çамрăксене алкогольлĕ тата спиртлă хутăшсене ĕçме явăçтарнипе çыхăннă. 3 протоколĕ аслисем е саккунлă майпа çул çитменнисене пăхакансем тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламанни пирки. Икĕ çамрăк çул-йĕр правилисене шута хуман. Ларура пĕр ĕçе чарса лартнă, ыттисене 2200-шер тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.

    Районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн уйрăмĕнчен килсе çитнĕ икĕ информаципе комисси членĕсем уйрăмах тимлĕн паллашрĕç. Унта палăртнă тăрăх, икĕ çамрăк руль умне правасăр ларнă. Кĕçĕн çулти ачасемпе çамрăксем йышлăн вилни, суранланни кашнинех пăшăрхантарать. Мĕне пула ытларах инкек кураççĕ-ха? Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, республикăра çурт-йĕр çуннă вăхăтра тĕтĕмпе чыхăнса тата пиçсе вилни те пур. Хăшĕсем тата аслисемсĕр пуçне шыва кĕме кайсан путса вилнĕ е теприсем нумай хутлă çуртăн чỹречинчен тухса ỹкнĕ. Çакна каласа хăварас килет. Ку инкексем пурте аслисем ачисене кирлĕ тимлĕх уйăрманнипе пулаççĕ.

     Çавăн пекех килте çеç мар, урамра е тĕрлĕ объектсенче пулса иртнĕ инкексем те пур. Хă-шĕсем, авă, трактор тележки çинчен ỹксе аманнă, теприсем, аслисен тимсĕрлĕхне пула, газ çулĕ çинчи тĕрев çине тăрăнса çакланса ларнă. Тепри тата хывăнмалли пỹлĕмри шкаф ỹксе сусăрланнă. Çут çанталăк газĕн приборĕсем те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Шупашкар хулинче пурăнакан çемьере амăшĕпе 4 çамрăк ачи газпа сиенленсе сыватмăша лекнĕ.

    Çуллахи канмалли кунсенче ача-пăча садикре мар, тăванĕсемпе çывăх çыннисем хушшинче чылай вăхăт ирттерет. Паллах, аслисен вăхăчĕ те сахал пуль? Пахчара тата уй-хирте те ĕçĕ чылай-çке. Палăртнă тапхăрта ачасем выльăх эмелĕ ĕçнипе тата вăрăм тунасене пĕтермелли шĕвек тутанса больницăна лекнĕ. Тепри тата пластмасса савăтри бензина лимонад тесе ĕçнĕ иккен.

    Канмалли вăхăтра çамрăксен пĕр-пĕринпе хутшăнма та ытларах майĕ пур. Кунта вĕсем тĕрлĕрен информаципе паллашаççĕ, хирĕçеççĕ. Çавна пула хăшĕсем хăйсем çине алă хума пăхаççĕ. Çавăнпа та çуллахи кунсенче аслисен çамрăксемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Енчен те ачăр йывăрлăха лекнĕ пек туйăнсанах ăна пулăшма васкамалла. Тепĕр майлă каласан, çамрăксене канма та, савăнма та условисем туса пама тăрăшмалла. Комисси районти 1-мĕш номерлĕ суд участокĕнчен çитнĕ уголовлă ĕçĕн копийĕпе те паллашнă. Унсăр пуçне июнĕн 3-мĕшĕнче комисси 2-мĕш номерлĕ протокола тишкернĕ, асăрхавсăр, çапкаланчăк тата саккуна пăснă çамрăксен тĕлĕшĕнчен кирлĕ сĕнỹсем панă.

                                                                                                                                                                                                                                  Л.ПУШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика