05 июля 2014 г.
Район центрне çитсе кĕрсен хулари пекех туйăнать: капмар çуртсем мăнаçлăн сарăлса лараççĕ, асфальт сарнă сарлака çулпа вара автотранспорт пĕр вĕçĕм унталла та кунталла кумать. Вĕсем халăха кирлĕ вăхăтра хамăр республикăри хуласемпе ялсене кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтессисене те çитереççĕ. Урампа утнă майăн пĕчĕк ача çавăтса пыракан амăшĕсемпе телейлĕ çамрăк мăшăрсене те час-часах тĕл пулатăн. Ку вара ырă пулăм, мĕншĕн тесен ял-хула, çĕршыв пуласлăхĕ çирĕп сывлăхлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксен аллинче-çке.
Çитес эрнере, июлĕн 8-мĕ-шĕнче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăвăпăр. Çавна май районти ЗАГС уйрăмĕнчи Римма Суратова ертỹçĕпе тата Светлана Портнова тĕп специалистпа тĕл пултăм. Вĕсем каланă тăрăх, паянхи куна районта ылтăн юбилярсем 40-ĕн, изумруд 13 тата бриллиант туя 5 мăшăр ирттерет иккен.
Пур-ха çамрăксем валли тĕслĕхсем! Вĕсем пурнăç çулĕ çинче хура-шурне сахал мар тутаннă пулĕ, çапах ниме пăхмасăр паян кун та пĕрле. Çакă чăтăмлăхран, ăнланса каçарма пултарнинчен килет пуль тетĕп.
- Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕрлешекенсем чылайăн пулчĕç-и?- кăсăклантăм эпĕ. 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта районта 81 çемье чăмăртаннă иккен. Пĕлтĕр вара палăртнă тапхăрта 75-ĕн çеç пулнă. Сăмах май каласан, иртнĕ çул пурĕ 149 мăшăр çемье çавăрнă. Çĕнĕ çемьене "пĕчĕк кайăк" вĕçсе кĕмесен пачах килĕшỹллĕ мар. Пĕлтĕрхи çул 147 ача çуралнă пулсан, кăçал вара 7 ача сахалрах, 140. Çулталăк вĕçлениччен иртнĕ çулхи 308 пепкене хăваласа тытма кăна мар, иртессе те шансах тăратпăр. Унсăр пуçне, 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта 1 ачана усрава илнĕ, кăçал вара вĕсем 2 çитрĕç. Йывăр шăпаллисене усрава илсе тĕрĕс воспитани парасси çăмăл ĕç мар, - паллаштарчĕç вĕсем кăтартусемпе.
Юлашкинчен вара çамрăк мăшăрсем пепкисене ытларах мĕнле ят панине ыйтрăм. Хĕр ачасем хушшинче Софья, Анастасия, Анна тата Ульяна ятсем ытларах, арçын ачасенчен вара Артемий, Савелий, Тимофей чылайрах. Пĕр хĕр пĕрчине Аврора тесе палăртнă, теприн ячĕ чăн чăвашла - Айпи.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"