АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхăннă çурт сенчен куçараççĕ

05 июля 2014 г.

    Чăваш Республикинче граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăсене пурнăçласа ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд тĕрев панипе 2017 çулччен 1365 пин çынна кивĕ çуртсенчен куçарма пăхнă. Çак тĕллевпе 4979,6 млн тенкĕ уйăраççĕ.

    Хальхи вăхăтра программăн 1-мĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмпе 369 пине яхăн çынна, юхăннă 264 çуртра пурăнаканскерсене, куçарма палăртнă. 2015 çулхи январĕн 31-мĕшĕччен вĕçлемелли 2-мĕш тапхăра та пурнăçлама тытăннă. Тата 269 пин ытла çынна куçармалла. РФ Правительстви федераци бюджетĕнчен пĕрле уйăракан укçа виçине 42-рен 65 процент таран пысăклатнă, программăна пурнăçламалли вăхăта тăснă, регионсене субсиди памалли условисене çăмăллатнă. Чăваш Республикинче граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тỹлев виçи кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 6,9 процент пысăкланнă.

     Граждансен ЖКХ тỹлевĕн улшăнăвĕн чи пысăк индексĕ 40,4-ран пуçласа 223,7 процентпа танлашĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен 96,8 проценчĕн тĕлĕшпе тỹлев улшăнăвĕн индексĕ республика валли çирĕплетнĕ индекс "картинче" юлĕ. Ăшă энергийĕпе усă курмалли çĕнĕ нормативсене çирĕплетнĕ май 1999 çулсенче тунă 1 тата 2 хутлă нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан граждансемшĕн ăшăшăн тỹлемелли виçе пысăкланнă. 2014 çул валли Чăваш Ен бюджетĕнче ЖКХ тỹлевĕсем тĕлĕшпе граждансене субсиди тỹлемешкĕн 261 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

                                                                                                                                                                                                                                   ХАМĂР ИНФ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика