АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регионсен социаллă хăй туйăмлăхĕ

05 июля 2014 г.

      Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ "Общество шухăшĕ" фонд пулăшнипе тата унăн кăтартăвĕсен никĕсĕ çинче Раççей регионĕсен социаллă хăй туйăмлăхĕн рейтингне хатĕрленĕ. Чăваш Ен иккĕмĕш ушкăна - пысăк рейтинглине - кĕнĕ.

      Хальхинче Чăваш Республики 59 балл пухнă. Субъектсене пĕтĕмпе 4 ушкăна пайланă: питĕ пысăк (65 балран ытларах), пысăк (55-65 балл), вăтам (45-55 балл), вăтамран сахалрах (45 балран пĕчĕкрех). "Регнум" информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, маларахри, иккĕмĕшĕнчи (2013 çулхи декабрь уйăхĕ) рейтингра Чăваш Ен 64 балл пухнă. Ун чухне республикăмăр пĕрремĕш ушкăнра - лидер-регионсен йышĕнче - пулнă.

     Черетлĕ (виççĕмĕш) хаклавăн лидерĕ - Тутарстан Республики (95 балл). Малтанхипе танлаштарсан вăл хальхинче 22 балл ытларах пухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Ямал-Ненец автономи облаçĕ (93 балл). Кайрисенчен Тверь облаçне асăнмалла, унăн пĕтĕмпе те 42 балл. Рейтингра хальлĕхе Раççейпе пĕрлешнĕ Крым республикипе Севастополь хули çук. Вĕсене куçăм тапхăрĕ вĕçленсен тĕпчеве хутшăнтарĕç.

     Ку рейтинга хатĕрленĕ чухне "Общество шухăшĕ" фондăн "Георейтингĕн" ыйтăм кăтартăвĕсемпе усă курнă. Ыйтăма 2014 çулхи апрель уйăхĕн 15-28-мĕшĕсенче ирттернĕ. Регионсене рейтинглас ĕçре 1-рен пуçласа 100 балл таран хаклав шкалипе усă кураççĕ. Субъектсене ушкăнсене пайланă чухне респондентсен çак ыйтусен хуравĕсене шута илнĕ: "Эсир хăвăр регионти лару-тăрупа кăмăллă-и?", "Мĕнле шухăшлатăр - сирĕн регионта халĕ лару-тăру лайăхланать-и, япăхланать-и е улшăнмасть-и?", "Эсир хирĕçлев акцийĕсене хутшăнма пултаратăр-и?"

    Регионсем ушкăнра хăш вырăна йышăнасси вара çак хуравсенчен килнĕ: "Юлашки çулта сирĕн аяларах асăннисенчен мĕн тума май килнĕ: банкра кредит илме, автомобильпе çỹреме, чикĕ леш енне кайма?", "Хăвăрăн паянхи пурлăх тăрăмне мĕнле хакланă пулăттăр: питĕ лайăх, лайăх, вăтам, япăх тата питĕ япăх?", "Юлашки çур çулта, çулталăкра сирĕн регион ертỹлĕхĕн ĕçне таврари çынсем мĕнлерех хакланине илтнĕ эсир: лайăх енчен-и е япăххине-и?", "Мĕнле шухăшлатăр, сирĕн пурлăх тăрăмĕ юлашки çулта лайăхланнă, япăхланнă е пачах та улшăнман-и?", "Эсир пурăнакан çĕрте çитес пĕр-икĕ уйăхра митингсем, демонстрацисем, хирĕçлев акцийĕсем иртес тĕк вĕсене çын нумай хутшăнĕ-и е сахал-и?".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика