АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышăну комиссийĕсем ĕçе пуçăннă

28 июня 2014 г.

    Техникумсемпе колледжсенчи, аслă вĕренỹ заведенийĕсенчи йышăну комиссийĕсем ĕçе пуçăннă. Пирĕн республика территорийĕнче ятарлă професси паракан патшалăх организацийĕсем 27 шутланаççĕ. Вĕсенче бюджет мелĕпе 8 пин ытла абитуриент вĕренме пултарать. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 16 процент ытларах. Республикăри аслă вĕренỹ заведенийĕсене бюджет мелĕпе 3,5 пин ытла çамрăк, пĕлтĕрхинчен 6,6 процент ытларах, вĕренме кĕме пултарать. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче физикăпа тата математикăпа 70 е унтан та ытларах балл пухнă абитуриентсене хавхалантарас йĕрке кăçал та сыхланса юлнă. Чăваш Енри аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнисене пĕр çул тăршшĕпех физикăпа математикăра пысăк ỹсĕмсем тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2 пин тенкĕ хушма стипенди тỹлесе тăрать. Такăр çул сире, абитуриентсем!

                                                                                                                                                                                                                                 А.МАРИЯН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика