25 июня 2014 г.
Июнĕн 23-мĕшĕнче районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче виçĕ районăн - Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай - гербĕсемпе ялавĕсен куравĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие çак гербсен авторĕ, Чăваш Республикин геральдика художникĕ Вадим Анатольевич Шипунов тата унăн мăшăрĕ, Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин членĕ Галина Николаевна Шипунова хутшăнни те пысăк чыс. Шăпах вăл пухăннисене виçĕ районăн гербĕсемпе, ялавĕсемпе, пурĕ 36, паллаштарчĕ, тĕп никĕсре мĕн сăнарланнине каласа пачĕ.
Вадим Анатольевич гербсемпе ялавсене хатĕрленĕ май ку е вăл ял тăрăхĕнче, районта çынсем мĕнпе ĕçлесе пурăннине, йăла-йĕркене тĕпе хунă. Кашни ĕç пирки нумай каласа пама пулать, паллах. Вадим Анатольевич çак ĕçпе чылайранпа ĕçлет, апла пулин те унăн ячĕпе пĕрремĕш хут, пуçласа пирĕн районта, выставка уçăлчĕ. Çак ятпа вăл чи малтанах район администрацине тата культура тата архив ĕçĕсен секторĕн начальникне Василий Софронович Васильева тав турĕ, музея Г.Н.Шипунован "Флаги и гербы современной Чувашии" кĕнекине парнелерĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕн историпе культура халăх музейĕн директорĕ, И.М. Юрьев ячĕллĕ фонд директорĕ В.С.Серафимов хăйсен районĕнчи гербсемпе ялавсем çинче чарăнса тăчĕ, пуçласа мĕнле ĕçе пуçăннипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех выставка уçăлнă ятпа РФ тава тивĕçлĕ художникĕ М.Г.Григорян, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ В.А.Лукиянов саламларĕç, малашне те ăнăçу сунчĕç.
- "Çĕр тата çынсем" музейра районшăн, республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ выставка уçăлчĕ. Кунта районăн, 12 ял тăрăхĕн тата икĕ районăн гербĕсемпе, ялавĕсемпе паллашма май пур. Выставкăпа аслисем çеç мар, ачасем те паллашчăр. Вырăнти герба, ялава кашнин пĕлмелле, - терĕ Василий Софронович.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"