18 июня 2014 г.
Медицина ĕçченĕсен кунĕ умĕн, июнĕн 11-мĕшĕнче, районти тĕп больницăра шурă халатлă ĕçченсене чысларĕç. Уява район больницин тĕп врачĕн çумĕ И.И.Ефремова уçрĕ, пухăннисене ăшшăн саламларĕ. Малашне те пуçаруллă та маттур пулма ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Ю.В. Скворцов професси кунĕ ячĕпе саламласа, çапла каларĕ:
- Çĕр çинчи чи сăваплă ĕçĕршĕн, ăсталăхăршăн, хăвăра шеллемесĕр кун-çулăра суйласа илнĕ профессие халалланăшăн чĕререн тав тăватăп. Ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу, чăтăмлăх, ăш пиллĕх сунатăп сире, телейлĕ пулăр, тăнăç та тулăх пурăнăр.
Ĕçре пуçаруллисем, нумай çул сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Р.Н.Морозова медсестрана, И.П.Акчурина фельдшер-лаборанта, Т.В.Степанова тухтăра ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотисемпе, В.В.Карпова фельдшера, Н.А.Галзанова медсестрана Тав хучĕсемпе чысларĕç. Тата ытти ĕçченсене район администрацийĕн, район тĕп больницин Хисеп грамотисем парса саламларĕç. Районти тĕрлĕ ялсенче, тĕп больницăра тăрăшакан медицина ĕçченĕсене пĕрле пухса чыслани чăннипех те пысăк пулăм. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни, ыйтусене сỹтсе явни, малашлăх тĕллевĕсене палăртни çав тери паха.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"