18 июня 2014 г.
Çанталăк условийĕсене пула халĕ республикăри вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх 2-мĕш класпа, çав вăхăтрах вăрманта хăйĕнче пушар хăрушлăхĕ пысăк - 4 тата 5 класпа танлашать. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи майăн 26-мĕшĕнчи 177 №-лĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ирĕк паман вырăнсенче кăвайт чĕртме, хыт каяшсемпе типĕ курăка çунтарма, транспортпа вăрмана кĕме юрамасть. Çу пуçланнăранпа Чăваш Енре 7 хутчен вăрман тивме пуçланă, 3 хутĕнче çуннă, лаптăкĕ - 0,86 га.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Шăмăршă лесничестви халăха вăрманта хăйсене йĕркеллĕ тытма чĕнсе калать. Вут-çулăм тухнине асăрхасан çак номерсемпе шăнкăравламалла:
- Шăмăршă лесничестви: 8(83546)2-35-81;
- вăрман пушар хуралĕн диспетчер пункчĕ: 8(8352)40-24-00;
- вăрмансене сыхлас енĕпе ĕçлекенсен тỹлевсĕр номерĕ - 8-800-100-94-00.
В.ГЛУХОВ.
Источник: "Каçал Ен"