АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен - Раççейре 3-мĕш

18 июня 2014 г.

    Чăваш Енĕн "Уçă кăтартусем" порталĕ регионри уçă кăтартусен рейтингĕнче Раççейре - 3-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче вара 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Интернет-ресурс Раççей саккунĕсене, экспертсен тата унпа усă куракансен ыйтăвĕсене 92,6: тивĕçтерет.

    Рейтинг лидерĕ - Тула облаçĕ (100:). Иккĕмĕш вырăнта - Волгоград облаçĕ (96,2:). Информаци ирĕклĕхĕн фончĕн аудичĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах. Уçă кăтартусен порталĕсене "Уçă правительство" пулăшнипе 2014 çулхи апрель - май уйăхĕсенче тĕрĕсленĕ. Регионсене 74 параметрпа хакланă, вĕсенчен ытларахăшĕ уçă кăтартусен пуххисене вырнаçтарма кирлĕ самантсемпе тата ыйтнине пурнăçа кĕртнин пахалăхĕпе çыхăннă.

     Чăваш Ен çĕр-шыври уçă кăтартусен пĕтĕм пуххине пичетленĕ 6 регион йышне кĕнĕ, çавăн пекех - кирлĕ пĕтĕм тема тăрăх кăтартусем вырнаçтарнă 4 регион шутне. Унсăр пуçне Чăваш Ен порталĕ пуххисене миçе хут "уçласа илнине" пăхма май панă, хире-хирĕçле çыхăну йĕркеленĕ, файлсен тĕрĕс адресĕсене тата ыттине кăтартнă ресурссен йышне те (ун пекки нумаях мар) лекнĕ.

      Паяхни кун Чăваш Енĕн "Уçă кăтартусем" порталĕнче кăтартусен 116 пуххипе паллашма пулать. Ку вăл - республика пурнăçĕн тĕрлĕ сфери пирки калакан информаци: сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, экономика, ЖКХ, ĕç, экологи т.ыт. те (пĕтĕмпе 17 категори). Тĕслĕхрен, ЧР Вĕренỹ министерстви ача сачĕсемпе шкулсем, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви больницăсемпе аптекăсем, ЧР Культура министерстви театрсемпе музейсем çинчен кăтартусем вырнаçтарнă.

      Ресурса Чăваш Енĕн Гео-порталĕпе çыхăнтарнă. Çапла вара унпа усă куракан пĕр-пĕр учреждени адресне, телефон номерĕпе ĕç режимне пĕлме çеç мар, вăл ăçта вырнаçнине карттă çинче пăхма та пултарать.

      Аса илтеретпĕр: уçă кăтартусемпе (вĕсене патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тăратаççĕ) кирек кам та усă курма пултарать, çав шутра коммерци тата урăх тĕллевсемпе те, ЭВМ программисем хатĕрлемешкĕн т. ыт. те. Чăваш Енре "Уçă кăтартусем" портала тăвас ĕçе РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "Патшалăх управленийĕн тытăмне лайăхлатмалли тĕп çул-йĕр çинчен" 601 №-лĕ указне пурнăçлас тесе пуçăннă. Портал 2013 çул вĕçĕнче хута кайнă. Шăпах çак вăхăт тĕлне Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем асăннă ресурс уйрăмĕсене тултарас-пуянлатас ĕçе вĕçленĕ. Унтанпа Чăваш Енĕн "Уçă кăтартусем" порталне 27,5 пин хут кĕрсе пăхнă, кăтартусен пуххисене 559 хут "уçласа илнĕ".

                                                                                                                                                                                                                                         ("ХЫПАР").

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика