АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă сетьсен чăнлăхĕсем

26 января 2013 г.

Паянхи кун Интернет пирĕн пурнăçа çирĕппĕнех кĕрсе вырнаçрĕ теме пулать. Социаллă сетьсем çынсене «астарма» пуçланăранпа вунă çула яхăн та çитрĕ. Çак хушăра «ВКонтакте», «Одноклассники», Facebook, Twitter сетьсемпе усă куракансен шучĕ ÿссех пырать. Паянхи вăхăта илес пулсан вара Раççейри чи паллă «ВКонтакте» сетьпе кунне 38 миллион çын усă курни те пулнă — ку чи пысăк кăтарту. «Одноклассники» ку енĕпе кăштах юлса пырать — кунне 33 миллион çын. Анчах та пирĕн çĕр-шывра вĕсем иккĕшĕ те Америкăра çуралнă Facebook сетьрен (унпа халĕ Раççейре пурăнакан 7 миллион çын усă курать) анлăрах сарăлнă. Чылайăшĕ Facebook сетьпе усă курма меллĕ мар тесе шутлать.

Twitter сетьре вара тĕнчипе 140 миллион çын регистрациленнĕ, апла пулин те вĕсем унпа питех усă курса каймаççĕ, мĕншĕн тесен халăха кунта питех интереслĕ мар имĕш.

Социаллă сетьсемпе çамрăксем çеç усă кураççĕ, аслă çулти çынсемшĕн вĕсем интереслĕ мар пулĕ тетĕр-и; Апла мар çав! Юлашки вăхăтра социаллă сетьсемпе 55—65 çулсенчи хĕр-арăмсем ытларах усă курма пуçлани сисĕнет иккен. Ара, кунта аякри тата çывăхри тăвансемпе, юлташсемпе килтен тухмасăрах калаçма, пĕр-пĕрин сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашма, юрăсем итлеме, видео курма тата кăмăла каякан ытти пулăшусемпе усă курма пулать-çке.

Халĕ вулакансене социаллă сетьсемпе çыхăннă интереслĕ фактсемпе кĕскен паллаштарасшăн.

— Çĕнĕ ĕмĕрте çуралнă çынсен 90 проценчĕн тĕрлĕ соцсетьсенче аккаунт (пĕр-пĕр компьютер тытăмне хăвăн çинчен калакан сведенисене кĕртни, пĕлтерни) пур. 30 çултан çамрăкрах çынсенчен 50 процент ытларахăшĕ пĕр-пĕр соцсетьре тăрать.

— Google шырав тытăмĕнче кунне 1 миллиард ытла çын мĕн те пулин тупма тăрăшать.

— Социаллă сетьсемпе усă куракансенчен çурри кунне пĕрререн пуçласа пилĕк сехет таран пĕр-пĕринпе калаçса ирттерет.

— Соцсетьпе усă кураканăн кунта вăтамран 195 юлташ.

— Çынсен 80 проценчĕ Интернетри юлташĕсене пурнăçри юлташĕсенчен ытларах ĕненет.

— Паллă социаллă сетьсенчен ытларахăшĕ усă куракансем «шăлса ывăтнă» сăн ÿкерчĕксене упрать.

— Ашшĕ-амăшĕн 69 проценчĕ хăйсен ачисемпе социаллă сетьсенче юлташлă.

— Ашшĕ-амăшĕн 80 проценчĕ ачисем Интернетра мĕн ĕçленине пĕлетпĕр тесе шутлать. Ачасен 31 проценчĕ вара аслисем кун пирки нимĕн те пĕлмеççĕ тесе шутлать.

— 10 çул — вăтамран çак ÿсĕмри ачасем хăйсем тĕллĕнех социаллă сетьсемпе усă курма пуçлаççĕ.

Социаллă сетьсем кăларса тăратакан хăрушлăхсем:

— Çул çитменнисене хирĕç ар çыхăнăвĕллĕ преступленисем тăвасси 26 процент ÿснĕ.

— Социаллă сетьре хăварнă сăмахсемшĕн (сообщени) çулталăкне 100-е яхăн çын пурнăçĕ татăлать.

— Тĕрлĕ тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх соцсетьсемпе усă курни çынсен иммунитетне хавшатать.

— Тĕнчери кашни виççĕмĕш çемье соцсетьсене пула арканать.

— Социаллă сетьсемпе çынсене сыхлас, йĕрлес тĕлĕшпе усă кураççĕ. Уйрăмах ятарлă службăсем.

Виртуаллă уçлăха тухнă çын чăнлăха çухатать. Экспертсем малашне çынна чăнлăхра усă кÿрекен çĕнĕ йышши социаллă сетьсен пĕлтерĕшĕ ÿсессе палăртаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика