АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкогольпе сутă тăвассинчи çĕнĕлĕхсем

26 января 2013 г.

1995 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă 171-ФЗ №-лĕ саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа стационарлă мар суту-илÿ точкисенче — киосксенче, палаткăсенче, пĕчĕк павильонсенче (обществăлла апатлану объекчĕсемсĕр пуçне) — эрех-сăра сутма чарнă.

Стационарлă мар объектсене 381-ФЗ №-лĕ Федераллă саккунра çакăн пек ăнлантарнă: «Стационарлă мар суту-илÿ объекчĕ — çĕр участокĕпе тачă çыхăнман е вырăнтан вырăна куçма пултаракан вăхăтлăх объект».

Стационарлă мар обществăлла апатлану пункчĕсен сăра тата сăра йышши ĕçмесем сутас тесен объекта хута ярсанах ЧР Роспотребнадзор Управленине хăйсем обществăлла апатлану енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтермелле. Вĕсем паракан пулăшусем «Обществăлла апатлану пулăшăвĕсем. Обществăлла апатлану предприятийĕсен классификацийĕ» Р 50762-2007 ГОСТăн требованийĕсемпе килĕшсе тăмалла.

Ваккăн суту-илÿ тăвакан предприятисен халĕ 23 сехетрен пуçласа ирхи 8 сехетчен сăра сутма юрамасть (обществăлла апатлану пункчĕсене ку йĕрке пырса тивмест). Январĕн 8-мĕшĕнчен çур литрлă шурă эрехе — 170 тенкĕрен, коньяка — 280 тенкĕрен, брендие 250 тенкĕрен йÿнĕрех хакпа сутмалла мар.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕ тăрăх, хула вăрманĕсен, скверĕсен, сачĕсен, паркĕсен, кÿллисен, пĕвисен территорийĕсенче тата кану, туризм, спорт валли ятарласа уйăрнă ытти вырăнсенче алкоголь продукцине сутма юрамасть. Ресторансене çеç çак йĕрке пырса тивмест.

Массăллă мероприятисем, ярмăрккасем ирттерекен вырăнсенче те алкоголь сутмалла мар. Уяв ирттерме палăртнă çĕрте вырнаçнă алкоголь продукцийĕпе суту-илÿ тăвакан объектсен хуçисене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен мероприятиччен 5 кун маларах çакăн çинчен пĕлтермелле.

Обществăлла апатлану предприятийĕсен алăкĕсем нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсем е ача-пăча площадкисем çывăхĕнче пулсан, вĕсенче алкоголь продукцине сутма чараççĕ.

Палăртмалла: сăра тата сăра евĕр ĕçмесене сутма ятарлă лицензи кирлĕ мар. Суту-илÿ пункчĕн лаптăкĕ çителĕксĕр (хулара — 50 тăваткал метртан, ялта — 25 тăваткал метртан сахалтарах) пулни те сăрапа сутă тăвассине чармасть.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика